From Wikipedia, the free encyclopedia
Шаблон:Çын
Тур Хейерда́л (норв. Thor Heyerdahl, юпа, 6 1914, Ларвик, Норвеги — ака, 18 2002, Алассио, Итали) — паллă норвег çулçӳревçи тата ăсчах-антрополог. Темиçе кĕнеке авторĕ.
Тур Хейердал кăнтăр Норвеги çĕрĕнче, пысăках мар Ларвик хулинче çуралнă. 1937-1938 çулсенче вăл хайен пĕррĕмеш экспедицинче пулнă, Полинезинчи Фату-Хива утравне çитсе унта пĕр çул хушши пурăннă.
1947 çулта Тур Хейердал «Кон-Тики» сулă çинче Лăпкă океан урлă каçнă. Кун хыççăн ăна тĕнчипе хисеплеме пуçланă.
1950-мĕш çулсенче вăл пĕтĕм тĕнче валли çĕнĕрен Пасха утравне, 1953 çулта Галапагосс утравĕсене уçнă. Çак утравсенче малтан инк халăхĕсем пурăннă тесе шухăш уçнă. Ӗлĕкхи кăптсем Кăнтăр Америкăна çитме пултарнине тĕрĕслес тесе «Ра» тата «Ра-2» папирус кимĕсем çинче 1969-1970 çулсенче вăл Атлантика океанĕ урлă ишсе каçнă.
Тур Хейердал ятне тата Пасха, Галапагос, Канар утравĕсем çинчи археологи ĕçĕсене иртернĕ пирки чысласа асăнаççĕ.
Хейердал нумай хут Раççейре пулнă, Атăлпа Дон çинче викингсем çӳренĕ вырăнсене шыранă.
Тăван Çĕрте ăна чысласа пурăннă чухнех палăк лартнă, тăван килĕнче музей уçнă.
«Ра» экипажĕ
«Ра-II» экипажĕ
«Тигриса» экипажĕ
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.