From Wikipedia, the free encyclopedia
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Умбрия Umbria | |
---|---|
Зона: | Вăта Итали |
Тĕп хула: | Перуджа |
Лаптăк: | 8 457 км² |
Пурăнан халăх: | 815 000 çын |
Халăх йышлăхĕ: | 96 çын/км² |
Провинцисем: | Перуджа, Терни |
Коммунăсем: | 92 |
Пуçлăх: | Катюша Марини (2010) |
Официаллă сайт |
У́мбрия (итал. Umbria) — Италин администрациллĕ регионĕ.
Администраци центрĕ — Перуджа хула. Провинцисем: Перуджа тата Терни.
Пурăнан халăх йышĕ 815 пин çын, 600 пине яхăн çын Перуджа провинцинче пурăнать.
Анăç енче Тосканăпа, тухăç енче Маркепе тата кăнтăр енче Лациопа чикĕ тытать.
Умбрин анăçĕнче Тразимено кӳлĕ пур, тухăçĕнче: Умбро-Марк Апеннинĕсем, унтах Марк чиккинче Умбрири чи çӳллĕ ту — Ветторе, çӳллĕшĕ 2476 м, вырнаçнă. Чи лутра вырăн — тинĕс шайĕнчен 96 метр — Терни провинцинче, Лацио чикки патĕнче, Тибр юханшывăн айлăмĕнче.
Умбрин хальхи территорине 1927 çулта çирĕплетнĕ, ун чухнех Терни провинцине туса хунă, Риети провинцине уйăрса Лацио шутне кĕртнĕ.
Умбрире ытларах маслинăсем, иçĕм çырли, тулă тата тапак ӳстерсе илеççĕ.
Умбрири климат — континент çинчи евĕр, çулла шăрăх тата хĕлле сивĕ. Тепĕр сăмахпа, облаçĕн анăç енче çемçерех. Кăрлач уйăхĕнче Перуджăри вăтам температура +1,6 °С, çертмере +21,6 °С.
Умбрия Викиампарта? |
Ку Итали географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.