Финн чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Финн чĕлхи (финла - suomen kieli [суомен киели]) — финн-угор ушкăнне кĕрекен чĕлхе. Финн сыпăкне тытăмлать. Финляндире швед чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи шутланать. Калаçакан хисепĕ - 5 млн яхăн. Финн чĕлхи нумай вырăнти калаçуран тăрать. Диалект хисепĕ вунна яхăн. Вĕсем икĕ тĕп пая пайланаççĕ: анăç тата тухăç калаçăвĕсем.
Фи́нн чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | suomi |
Патшалăхсем: | Финлянди, Швеци, Эстони, Норвеги, Раççей (Карели, Санкт-Петербург, Мари Эл, Ленинград облаçĕ) |
Официаллă статус: | Финлянди Финлянди Европа пĕрлешĕвĕ Европа пĕрлешĕвĕ Регионти е вырăнти официаллă чĕлхе:
|
Рейтинг: | 52 |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Урал çсемьи
| |
Çырулăх: | латиница (финн алфавичĕ) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | fi |
ISO 639-2: | fin |
ISO 639-3: | fin |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Хальхи литература чĕлхи XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленнĕ. Фонетика тĕлĕшĕнчен уçă сасă тĕрлĕлĕхĕпе тата тăтăшлăхĕпе палăрса тăрать: 8 монофтонг, 8 вăрăм монофтонг тата 16 дифтонг. Янравлă хупă сасăсем тĕпрен илсен ют чĕлхерен йышăннă лексикăра тĕл пулаççĕ. Сибилянтран [с] фонема кăна тĕл пулать. Пусăм пуçламăш сыпăка туртăнать. Грамматика енчен несĕл категорийĕ çуккине палăртмалла. Пĕтĕмпе 15 падеж. Подлежащипе определени килĕшĕвĕ аталаннă. Камăнлăх категорийĕ уйăраççĕ. Синтаксисĕ нимĕç-акăлчан чĕлхинни евĕр. Çав вăхăтрах хабио-глагол çуккипе палăрса тăрать.
ISO 639 стандартĕнче ку чĕлхен кочĕсем: fi, fin.