Хунну
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хунну (китай 匈奴, сюнну) — авалхи юркăн халăх, пирĕн эрăччен 220 çултанпа II ĕмĕрчен Китайран çурçĕр-тухăçалла çеçенхирсене йышăнса пурăннă.
Хань китай империпе хастар вăрçнă, китайсем вара вĕсен тапăнăвĕсенчен сыхланма Аслă Китай хӳтлĕхĕ туса хунă. Китайсемпе тата сяньбипе вăрçса, çаплах хăйсем хушшинче кĕрешнине пула тăрăмлăх арканать, хунну темиçе халăха саланать. Анлă саралнă шухăшпа, хунну пайĕ Европăна çитсе, укăрсемпе хутăшса, гуннсем пулса тăнă.[1] Нумай хунну çурçĕр китайсемпе пĕрлешĕннĕ, урăххисем —сяньби халăхĕпе. Хунну пирки авалхи китай çăлкуçĕсенче çырнă. Вĕсем пурăннă вырăнсенче археологи чавĕсене тунă, çавсенчен пĕрремĕшне XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче П. К. Козлов Селенга айлăмĕнчи ноин-улин курганĕсенче ирттернĕ.