![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/d/d4/Apus_apus_cm01.jpg/640px-Apus_apus_cm01.jpg&w=640&q=50)
Хура вĕршĕн
From Wikipedia, the free encyclopedia
Вĕршĕн - (лат. Apus apus) шăнкăрчран пĕчĕкрех, чĕкеç евĕрлĕрех кайăк.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/d/d4/Apus_apus_cm01.jpg/320px-Apus_apus_cm01.jpg)
Йăвине хăйĕн сурчăкĕпе çыпăçтарса тăвать, çĕр çинче утаймасть. Кил-çурт тарашĕнче, вăрман хĕрринче е уçланкăра пурăнать. Çăмартисем (2) шурă тĕслĕ. Амипе аçи 15-17 кун пусса лараççĕ. Çу уйăх варринче вĕçсе килеççĕ, чĕпписем йăваран тухсанах кăнтăралла, утă уйăхĕнче, вĕçсе каяççĕ, вĕсем хыççăн темиçе кунтан - ыттисем.
Чăваш Енре вĕсем питĕ йышлă, анчах 2 уйăха яхăн çеç пурăнаççĕ.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/8/80/Apus_apus_distribution_map.png/640px-Apus_apus_distribution_map.png)
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/3/3e/Apus_apus_MHNT_ZOO_2011_11_159_Le_Louvres_Paris.jpg/640px-Apus_apus_MHNT_ZOO_2011_11_159_Le_Louvres_Paris.jpg)
Хура вĕршĕн 120—180 км/сехет хăвăртлăхпа вĕçме пултарать.