Хусан вокзалĕ (Мускав)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хусан вокзалĕ — Мускав-Пассажирлă - Хусан чукун çул чарăнăвĕн пассажирсен терминалĕ. Европăра чи пысăк чукун çул вокзалĕ шутланать. Комсомол лапамĕ çумĕнче вырнаçнă (виçĕ вокзал лапамĕ).
Хусан вокзалĕнчен пуйăссем Рязань, Чулхула, Воронеж, Хусан, Анапа, Самара, Пенза, Челябинск, Ӗпхӳ, Шупашкар, Йошкар-Ола тата ытти хуласене илсе çитереççĕ. Çавăн пекех вокзалран хулаçум электричкисем тухăç еннелле чупаççĕ.