Хусан кĕпĕрни
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хусан кĕпĕрнине 1708 çулта Пётр I хутайĕпе туса хунă. Малтан Хусан кĕперни Чулхулапа Аçтăрхана çити сарăлса выртнă. Унăн çĕрĕсене Атăлăн сылтăмпа сулахай енчи çĕрĕсем кĕнĕ. Хусан, Сĕве, Пенза, Чĕмпĕр, Ĕпхӳ, Аçтăрхан тата ытти вăйпутлăхсенчен тытăнса тăнă. Вăйпутлăхсене 1719 çултан пуçласа провинцисем теме пуçланă. XVIII ĕмĕрте Хусан кĕпернинчен çĕнĕ тăватă кĕпĕрнене - Чулхула, Пенза, Чĕмпĕр, Аçтăрхан - уйăрнă.