Цельсий градусĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Це́льсий градусĕ (паллă тăвасси: °C) — температурăна палăртамалли виçев пĕрчи, вăл виçев пĕрчисен тĕнчери тытăмне (СИ) кĕмест темелле, анчах ăна унта кельвинпа пĕрлех, юнашарах усă курма май пур[1]. Тĕнчере унпа усă курман çĕршывсем пур, вĕсем çаксем: США[2], Багам Утравĕсем, Белиз, Кайман Утравĕсем тата Либери.