Шăнасем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Шăнасем — икĕ çунатлисен лат. Diptera ушкăнне кĕрекен хурт-кăпшанкăсем. Чи малтанах пур икĕ çунатлă хурт-кăпшанкăсене, (вăрăмтунасене те), шăнасен шутне кĕртнĕ. Икĕ çунатлисене тĕпчесе пĕлнĕ май шăнасен вырăнĕ систематикара улшăнсах тăнă.
? Шăнасем | ||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||||||
|
||||||||||||||
Латинла çырни | ||||||||||||||
Категори:Brachycera | ||||||||||||||
|
Пуçĕ çинче кăткăс калăпăшлă куçĕсем, кĕске кăна виçĕ пайлă мăйăхсем тата çулакан, чиксе е касса ĕмекен çăвар органĕсем вырнаçнă.
Шăнасем тĕрлĕ апат (çын апачĕ е каяшĕ; йăлмакаллă ÿтрен тухакан шыв, экскрементсем, çынăн е чĕрчунăн юнĕ; ÿсен-тăран шĕвекĕ) çисе пурăннипе уйрăлса тăраççĕ. Хăшпĕр тĕсĕсем ÿссе çитсен апат çимеççĕ те. Шăнасем тискер çутçанталăкрисем тата синантроплисем, экологилле çын пурăнакан вырăнта пурăнаканнисем пур. Синантроплă шăнасем çынпа килти выльăх сывлăхĕшĕн хăрушлă.
Шăнасем ÿнерте тата фольклорта тĕл пулаççĕ: юмахсемпе халапсен, юптарусен, фильмсен пайташĕсем пулса тăраççĕ. Шăнасене тĕрлĕ фразеологизмсем халалланă.