Ĕçлевлĕхлĕ транскрипци

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Ĕçлевлĕхлĕ транскрипци — ют чĕлхесенчи тĕрлĕрен сăмахсене харпăр чĕлхере унăн майĕсемпе çеç (графикăпа, орфографипе) усă курса çырасси. Çапла майпа йышăнакан сăмахсем асăннă чĕлхен лексикин уйрăлми пайĕ пулса тăраççĕ. Кунта, тĕпрен илсен, тата ак çакнашкал принципсем малта тăраççĕ:

  1. Çăлкуç-чĕлхери сăмахсен сасă тытăмне май килнĕ таран сыхласа хăварасси
  2. Оригиналта еплерех çырăннине те май килнĕ таран шута илесси
  3. Тĕрлĕрен традицисем те шута илсе вĕсене май килнĕ таран пăхăнасси.

Ĕçлевлĕхлĕ транскрипцисĕр пуçне ăна çывăх ытти ăнлавсем те пур:

Ĕçлевлĕхлĕ транскрипци текен термина вырăс чĕлхинче чăн малтан 1935-мĕш султа А. М. Сухотин усă курнă[1]. Пурнăçа анлăн кĕртесси вара 1947-мĕш çулхи А. А. Реформатский кĕнеки[2] хыççăн пуçланнă[3].

Remove ads

Вуламалли

  • Суперанская А. В. Теоретические основы практической транскрипции / Отв. ред. А. А. Реформатский. — 2-е. — М.: ЛЕНАНД, 2018. — 288 с. — ISBN 978-5-9710-4861-9.

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads