Инди

From Wikipedia, the free encyclopedia

Инди
Remove ads

Инди (чăв. Ĕнчĕ, хинди भारत गणराज्य), — Кăнтăр Азири патшалăх. Индостан çурутравĕн ытларах пайне йышăнать. Пакистан, Китай, Непал, Бутан, Бангладеш, Мьянма патшалăхĕсем унпа юнашар вырнаçнă. Индин тинĕс чиккисем çавăн пекех Мальдив утравĕсемпе, Шри-Ланкапа, Индонезипе юнашар иртеççĕ пур. Унсăр пуçсăр Джамму тата Кашмир тавлашуллă çĕрĕсем Афганистанпа юнашар вырнаçнă.

Thumb

Халăх йышĕ

Халăх йышĕпе Инди тĕнчере иккĕмĕш вырăна йышăнать. Индире миллиард ытла çын пурăнать. Лаптăкĕпе Инди тĕнчере çиччĕмĕш. Инди пысăк цивилизацисен çăлкуçĕ. Кунта индуизм, буддизм, сикхизм, джайнизм тĕнĕсем çуралнă. XX ĕмĕр варри таран Британи империйĕн колонийĕ пулнă. 1947 çултанпа пăхăнман патшалăх.

Thumb
Бомбей хулинче
Thumb
Индири Пувар хули çывăхĕнчи çыранра ларакан кимĕсем
Thumb
Çурçĕр Индири сăрт-ту
Thumb
Инди Парламенчĕ
Краткие факты Наци чĕр-чунĕ, Наци кайăкĕ ...
Remove ads

Пайланăвĕ

Инди 28 штатран, 6 Пĕрлĕх çĕрĕсен тата Дели тĕпхули хутлăхĕнчен тăрать. Штачĕсем районсене пайланаççĕ.

Штачĕсем

  1. Андхра-Прадеш
  2. Аруначал-Прадеш
  3. Асам
  4. Бихар
  5. Гоа
  6. Гуджарат
  7. Джаммупа Кашмир
  8. Джарханд
  9. Хĕвеланăç Бенгали
  10. Карнатака
  11. Керала
  12. Мадхья-Прадеш
  13. Манипур
  14. Махараштра
  15. Мегхалая
  16. Мизорам
  17. Нагаланд
  18. Орисса
  19. Пенджаб
  20. Раджастан
  21. Сикким
  22. Тамилнад
  23. Трипура
  24. Уттаранчал
  25. Уттар-Прадеш
  26. Харьяна
  27. Химачал-Прадеш
  28. Чхаттисгарх

Пĕрлĕх çĕрĕсем:

  1. Андаман тата Никобар утравĕсем
  2. Дадрапа Нагар Хавели
  3. Даман тата Диу
  4. Лакшадвип
  5. Пондишери
  6. Чандигарх
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads