Абруццо

From Wikipedia, the free encyclopedia

Абруццо
Remove ads

Абру́ццо (итал. Abruzzo, малтанхи (1963 çулчен) ячĕ — Абру́цци итал. Abruzzi) — Италири облаç.

Подробнее Абруццо Abruzzo ...
Remove ads

Халăх йышĕ, облаç тытăмĕ

Облаçре 1342 пин çын (2010) пурăнать, ку патшалăхра пурăнан халăхăн 2,2 % пулать. Регион çак кăтартупа патшалăхра 14-мĕш вырăнта.

Thumb
Абруццо провинцийĕ

Тĕп хула — Л'Аквила. Шекĕр хула — Адриати тинĕсĕ хĕрринчи Пескара.

Çутçанталăк-тавралăх пахалăвĕ

Thumb
Гран-Сассо массивăн Корно-Гранде тăрри, Апеннин тăвĕсен чи çӳллĕ вырăнĕ.

Абруццо регионĕ Апеннин çурутравĕн вăта пайĕнче, Адриати тинĕсĕ çумĕнче вырнаçнă. Регион лаптăкĕ 10 794 çм² (13-мĕш вырăнта Италире), территорин иккĕ виççĕмĕш пайне тусем йышăнаççĕ. Абруццо çĕрĕнчи чи çӳллĕ вырăн — Корно-Гранде (Corno Grande) (2914 м ) тата Монте-Амаро (Monte Amaro) (2795 м ).

Абруццо облаçĕн территорин çĕр пичĕ тĕрлĕ тĕслĕ: çурутравĕн вăта пайĕнчи тусем, нумай пляжлă сăртлă Адриати тинĕсĕ.

Remove ads

Кун-çулĕ

Абруццо тахçан Неаполь патшалăхĕн тата Иккĕ Сицилин патшалăхĕн пайĕ шутланнă. 1861 çултанпа — пĕрлешĕннĕ Итали шутĕнче, маларах патшалăх, 1946 çултанпа — республика. 1963 çулчен Абруццо, хальхи Молизе регионпа пĕрле Абруцци-е-Молизе регионĕ пулнă.

Экономика

Абруццо ШПТ Италин ШПТ 1,8 % шутланать, çак вăл 26 807,3 млн. евро. . Пĕр çын шайне вăл 20 501,1 евро çитет. Абруццора туризм лайăх аталаннă. Хуласенче авалхи рим тата вăтам ĕмĕрсенчи çурт-йĕрсем упранса юлнă. Тусем çинче хĕлле туçи йĕлтĕрĕсен курорчĕ бази нумай, çулла вара Адриатика хĕрринче халăх канать.

Символика

Абруццо ялавĕ — регионăн официаллă символĕсенчен пĕри. 1999 çулхи çăвăн 21-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Тăвăттă кĕтеслĕ тĕксĕм хĕрлĕ пусма, варринче Абруццо гербĕ. Герб çинче 3 диагональ ярăмĕ — çӳлте юр тĕсне пĕлтерекен шурă ярăм, варринче — вăрмана палăртакан симĕсси, аялта — тусене кăтартакан синкер тĕс. Енĕсен шайĕ — 2:3.

Кăсăк фактсем

Абруццора 1984 çулхи кĕркунне «Рыжая Соня»тата «Леди-ястреб» фильмсене çапса илнĕ[1].

Каçăсем

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads