Адюков Виталий Иванович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Виталий Адюков (2.1.1958, Аслă Елчĕк ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш юрăçи, сăвăçи, композиторĕ[1].

Чӑваш халӑх юррисене шăрантаракан композитор, Чӑваш Республикин композиторӗсен Ассоциацийӗн пайташӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ чӑваш Ен ҫамрӑксен премийӗн Лауреачӗ (1994), Чĕмпĕр облаҫӗнчи "Ҫикер" ырлӑх-пурлӑх фондӗн лауреачӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри "Евромусăк" халӑх юррисен конкурсӗн дипломанчӗ (2004), "Евромусăк" пӗтӗм тӗнчери фестивале хутшӑннăскер (1994), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2014).
Remove ads
Кун-çулĕ
1958 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Чӑваш Республикин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗренсе тухнӑ.
Елчĕк районĕнче шкулта ачасене вĕрентнĕ. Чӑваш радиовĕнче мусăк редакторӗнче вӑй хунӑ. 1983 ҫултан пуҫласа 1990 ҫулччен Чӑваш патшалӑх филармонийӗн "Ҫӑлкуҫ" ансамблӗн мусăк ертӳҫи пулнӑ. 1990 ҫултан пуҫласа 1996 ҫ. – республикăри ăслăхпа методика центрӗн ĕçлевçи.
Remove ads
Пултарулăхĕ
1994 çулта Тĕнчери "Евромусăк" фестивальне хутшӑннă.
Паллă юрӑсем: «Ватăлатпăр çав тăван, ватăлатпăр», «Каç та пулса кайрĕ», «Чечексем», «Юхан шыв», «Лар, тăванăм, çума», «Сар сăрине пит юратать».
Чыслани
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеплӗ грамоти
- Чӑваш Республикин Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ (1994),
- Чĕмпĕр облаҫӗнчи "Ҫикер" ырлӑх-пурлӑх фондӗн лауреачӗ,
- Пӗтӗм Раҫҫейри "Евромусăк" халӑх юррисен конкурсӗн дипломанчӗ (2004),
Вуламалли
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads