Аксаков Анатолий Геннадьевич

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Аксаков Анатолий Геннадьевич, — политик, РФ Патшалăх Думин депутачĕ, экономика ăслăхĕсен тухтăрĕ, доцент. 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Кумертау районĕнчи Ермолаево паççулкинче çуралнă[1].

Аксаков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

II степеньлĕ «Тăван Çĕршывшăн тарăшнишĕн» медале, «Аслă Пётр хисеп палли» орденне, «Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ экономисчĕ» ятне тивĕçнĕ.

Remove ads

Пурнăçĕ

1957 çулхи чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Кумертау районĕнчи Ермолаево паççулкинче çуралнă. 1975 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă.

1984-1986 çулсенче Чăваш Реуспубликин патшалăх канаш депутачĕ пулнă.

1997-2000 çулсенче Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, Чăваш Енĕн экономика министрĕ пулса тăрăшнă.

1999 çултанпа РФ Патшалăх Думин депутачĕ.

2004 çултанпа — Шупашкарти пĕр мандатлă суйлав огругĕнчен тăваттăмĕш йыхраври Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Патшалах Думин депутачĕ, кредитлă организацисен тата финанс пасарĕсен Комитет председателĕн çумĕ.

Remove ads

Чыслани

  • «Тăван Çĕршывшăн тарăшнишĕн» II степеньлĕ медаль,
  • «Аслă Петĕрĕн Хисеп палли» орден,
  • «Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ экономисчĕ».

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads