Алексеев Григорий Алексеевич

From Wikipedia, the free encyclopedia

Алексеев Григорий Алексеевич
Remove ads

Алексеев Григорий АлексеевичСовет Союзĕн паттăрĕ, 1903 çулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче (юпан 25-мĕшĕнче) Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче çуралнă. 1943-мĕш çулхи чӳкĕн 9-мĕшĕнче госпитальте вилнĕ. Хăшпĕр источниксемпе - 1944 çулхи кăрлач уйăхĕнче вилнĕ (çапăçура).

Краткие факты Çуралнă вăхăт, Çуралнă вырăн ...
Remove ads

Кун-çулĕ

1925-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара кайнă. Чикĕ çарĕнчи артиллери полкĕнче хĕсмете тăнă. Салтакран Иваново облаçĕнчи Долматовский поселока таврăннă. Кинешма хулинче участок милиционерĕ пулнă. 1941-мĕш çулхи чӳк уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара кайнă. Килĕнчен пĕтĕм 8 пĕртăван та вăрçа кайнă.

Çапăçусенче хастарлăх кăтартнă, Ржев хули патĕнче танк çунтарнă. Днепр урлă каçнă чух хăйĕн паттăрлăхĕпе палăрнă. 1943-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Гомель облаçĕнчи Лоев пос. патĕнче тăшман хăрушă пенине пăхмасăр десант ушкăнĕнче Днепр юханшывĕ урлă каçнă. Плацдарăма хӳтĕленĕ чухне темиçе танка персе çунтарнă. Темиçĕ хут аманнă пулсан та, çапăçу хирĕнчен кайман.

Госпитальте вилнĕ.

Тăван ячĕпе ун ячĕллĕ урам пур.

Иваново облаçĕнчи Заволжск хулинче Алексеевăн палăкне лартнă.

Вăрçăран 8 пĕртăванран 4-шĕ анчах таврăнаççĕ, иккĕшĕ часах вилеççĕ.

Remove ads

Хисепĕсем

  • Совет Союзĕн Паттăрĕ - 30.10.1943
  • Ленин орденĕ.

Вуламалли

  • Белова, И. Григорий Алексеев пурнăçĕнчи çĕнĕ йĕрсем / И. Белова // Çĕнтерӳ ялавĕ (Муркаш р-нĕ). – 2008. – 22 нарăс. – С. 2.
  • Николев, А. Григорий Алексеев : Пĕрремĕш хут ; Днепр, Днепр... ; Тăшман иртеймерĕ ; Паттăрсем вилĕмсĕр // Николаев, А. Паттăрсен çемйи / А. Николаев. – Шупашкар, 1979. – С. 22-32.
  • Совет Союзĕн Геройĕ Григорий Алексеев // Хатĕр пул. – 1985. – № 9. – С.24-25.
  • Алексеев Григорий Алексеевич (25.10.1903–1944) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы – уроженцы Чувашии [Изоматериал]. – Чебоксары, 2005.
  • Алексеев Григорий Алексеевич // Моргаушский район : краткая энцикл. – Чебоксары, 2002. – С. 32.
  • Ашик, М. В. Этергомский десант / М. В. Ашик. – С.-Пб., 2000.
  • Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. – Т. 1. – М. : Военизд., 1987.
  • Изоркин, А. В. Алексеев Григорий Алексеевич / А. В. Изоркин, В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А–Е. – С. 77.
  • Навечно в сердце народном. – 3-е изд., доп. и испр. – Минск, 1984.
  • Подвиг. – 3-е изд., испр. и доп. – Ярославль, 1980. – С.11-13.
  • Савельев, Г. Алексеев Григорий Алексеевич // Савельев, Г. Люблю тебя, край родной! / Г. Савельев. – Аликово, 2007. – С. 71-72.

Каçăсем

 Алексеев Григорий Алексеевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads