Алга Александр Егорович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Алга Александр Егорович (çуралнă чухнехи хушамат Бачков, 1913 çулхи чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕ, Кăнна Кушки ялĕ, Теччĕ уесĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, (халĕ Тутарстанăн Теччĕ районĕ), Раççей империйĕ — 1977 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП) — чăваш сăвăçи, прозăçи, драматургĕ, литература тăлмачĕ, тишкерӳçи[1].
- Ку статья «Алга» хушаматлă çын пирки, Хăлха çакки пирки Алка статьяна пăхăр
Чăваш АССР халăх сăвăçĕ (1970). ССРП ÇП пайташĕ (1938).
Remove ads
Биографи
1913 çулхи чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.
Малтан хăйĕн ялĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн ăна ачасен çуртне куçарнă. Хусанти Чăваш техникумĕнче, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтĕнче вĕреннĕ.
Красноармейски тата Çĕрпӳ районĕсенче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, Етĕрнери педагогика училищинче ĕçленĕ. 1939 çулта хĕсмете кайнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тăватă хут аманнă.
Вăрçă хыççăн «Ялав» журнал редакторĕнче Чăваш ÇП ертӳçинче, РСФСР ÇП секретарĕнче ĕçленĕ. 1963-1967 çулсенче ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă.
1977 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче вилнĕ.
Remove ads
Пултарулăх ĕçĕсем
Пĕрремĕш сăввисем 1931 çулта «Утăм» альманахра кун çути курнă. Александр Алга пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вăл сăвăсемпе поэмăсем, повеçсемпе роман çырнă.
Паллă кĕнекисем:
- «Хĕвеллĕ ир» (Сăвăсем, 1940);
- «Тăватă çулталăк» (1947);
- «Сăвăсемпе поэмăсем» (1948);
- «Юлташпа юнашар» (Калавсем, 1955);
- «Хамăр ялсем» (поэма, 1956);
- «Легендăсем» (1960);
- «Çамрăксем» (1961);
- «Пурнăçпа вилĕм» (Повеçсемпе калавсем, 1966);
- «Хĕçпе çурла» (2 кĕнекеллĕ роман, 1968, 1973);
- «Хурама та хурăн» (повеç, 1979);
- «Мои земляки» (Ман тăвансем, поэма, вырăсла, 1959);
- «Вязы да березы» (Хурамасемпе хурăнсем, повеç, вырăсла, 1965);
- тата ыттисем.
Ю. Збанацкин «Çеçпĕл» романне, В. Шекспирăн «Гамлет» трагедине, А. Пушкин, М. Лермонтов, Т. Шевченко, Н. Некрасов çыравçăсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.
Remove ads
Чыслани
Вăрçă вăхăтĕнчи çапăçусенчи паттăрлăх кăтартнăшăн икĕ хутчен Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденне, Хĕрлĕ Ялав орденĕсене, медальсене тивĕçнĕ.
Литературăри пысăк çитĕнӳсемшĕн «Хисеп Палли», Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ. 1970 çулта «чăваш халăх сăвăçи» ятне панă.
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads