Алманчă культура çурчĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Алманчă культура çурчĕ, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче вырнаçнă культура çурчĕ.

1993 çултанпа культура çуртне Никитин Сергей Петрович ертсе пырать.

Истори

1972 çулта уçăлнă. 1976 çулта çуртне кирпĕчрен купаласа хута янă.

Фольклор ушкăнĕсем

1986 çулта «Нухтар» ятлă фольклор ушкăнĕ никĕсленнĕ. Вăл республикăри ӳнер пултарулăх ушкăнĕсен куравне хутшăннă. Ансамбле Дружинин Аркадий Андреевич ертсе пырать. Ушкăн çавăн пекех Шупашкарта, Канаш тата ытти районсенче хăйĕн пултарулахне кăтартнă.

2004 çулта культура çурчĕн хор ушкăнĕ халăх ятне тивĕçнĕ.

Ĕçченĕсем

Культура çурчĕн малтанхи çӳлĕсенче ĕçленкенсем:

  • Мышов Николай Николаевич,
  • Волков Вениамин Валерьевич,
  • Осипов Николай Александрович.
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads