Амбрози вулавăшĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Амбрози вулавăшĕ
Remove ads

Амбрози вулавăшĕ, (итал. Biblioteca Ambrosiana) — Миланри Федерико Борромео кардинал тата епископ йĕркеленĕ вулавăш. Таса Медиолан Амвроси чиркĕвĕн ашшĕн, Милан епископĕн тата хӳтĕлевçин ятне панă.

Thumb
Амбрози вулавăшĕ, Милан

Кун-çулĕ

Thumb
Леонардо да Винчи. Мусăкçăн портречĕ, 1485. Амбрози Пинакотеки

Çурт-йĕре тума 1603 çулта пуçланă, вулавăша халăх валли 1609 çулхи раштав, 8 (Оксфордра 1602 çулта уçăлнă Бодли вулавăшĕ хыççăн, ку Европăри иккĕмĕш халăх вулавăшĕ) уçнă. Вулавăш шутне типографи кĕрет, кунтах классика чĕлхисен шкулĕ ĕçлет. Унсăр пуçне, вулавăша Федерико Борромео йĕркеленĕ Академи тата Пинакотека кĕнĕ.

Хальхи тăрăм

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче вулавăш çуртне çĕмĕрнĕ, 1952 çулта юсаса çĕнетнĕ, тепĕр реставраци ĕçĕсене 1990—1997 çç. ирттернĕ

Пуянлăх

Вулавăшра Леонардо да Винчин 12 ал çырăвĕ, XIV—XIX ĕмĕрсенчи европа сăрăçисен 12 пин ĕçĕ, «Илиадăн» (Ilia Picta, V ĕм.) иллюминиллĕ кăларăмĕ, Вергилий Симоне Мартини капăрлатăвĕсемпе тата Петраркă маргиналĕсем, тата культурăн нумай хаклă япали упранать.

Çавăн пекех пăхăр

  • Амбрози базилики

Каçăсем

Remove ads
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads