Андреева Зоя Захаровна

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Зоя Захаровна Андреева — (1947 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕ, Тавăт ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР1992 çул, чӳк, 16, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш актриси, юрăçĕ, Чăваш АССР халăх артисчĕ (1987), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1980)[1][2][3].

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят, Çуралнă вăхăт ...
Remove ads

Биографи

1947 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Тавăт ялĕнче çуралнă.

Ялти шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти мусăк училищинче пĕлӳ пухать, кайран Хусанти консерваторине (З. Хисматуллина класĕ) вĕренме кĕрет. Вĕренсе тухсан 1974 çулта вăл Чăваш мусăк театăрĕнче ĕçлеме тытăнать. Пĕрремĕш юрă партийĕсенчех вăл хăйне талантлă оперă юрăçи пулнине кăтартать. Кĕçех Зоя Захаровнăна ертсе пыракан партисене юрлама шанаççĕ. Театрта 18 çул тăрăшать.

1992 çулта пултаруллă актрисăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлать.

Remove ads

Пултарулăхĕ

Унăн ячĕ Чăваш Енĕн опера юррин ӳнерĕпе тачă çыхăннă. Юрăç 30 ытла партире Виолетта, Джильда, Розина, Микаэла, Маргарита, Марфа, Иоланта, Нарспи, Чĕкеç тата ытти рольсене сăнарланă.

Зоя Захаровна Мускавра, Ленинградра тата ытти хуласенче ирттернĕ Чăваш культурин кунĕсене темиçе хутчен те хутшăнать, унăн сценă çинчи пултарулăхне оперăна юратакансем яланах ăшшăн йышăнаççĕ.

Виолетта («Травиата»)
Джильда («Риголетто»)
Розина («Севильский цирюльник»)
Микаэла «Кармен»)
Маргарита «Фауст»)
Марфа («Царская невеста»)
Иоланта («Иоланта»)
Нарспи («Нарспи», Г. Хирбю)
Чĕкеç («Шывармань», Ф. Васильев)
Remove ads

Чыслани

  • Чăваш халăх артисчĕ.
  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ.

Вуламалли

Л. И. Ефимов, «Элĕк Енĕ», Аликово, 1994.

  • Тихонов Семён Тихонович, «Тăван Енĕм — Тавăт Ен», Чебоксары, 2006.
  • Илюхин Ю. А. Андреева Зоя Захаровна // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 66.
  • Ефимов Л.А. Зоя Захаровна Андреева – чаплă юрăç // Ефимов Л.А. Элĕк енĕ: историпе краеведении очеркĕсем / Л.А. Ефимов. – Элĕк, 1994. – С.339;
  • Смирнова Н. Зоя Андреевана асăнса / Н. Смирнова // Хыпар. – 1997. – 20 çу;
  • Эскел Г. Тухьи çинчи мерчен… / Г. Эскел // Пике. – 1995. - № 11-12. – С. 13-14;
  • Давыдов-Анатри В. В том ларце – и ее песни / В. Давыдов-Анатри // Советская Чувашия. – 2002. – 4 сент.;
  • Дмитриева В. «Восточная мадонна» / В. Дмитриева // Чебоксарские новости. – 1997. – 24 мая;
  • Заломнов П.Д. Андреева Зоя Захаровна // Заломнов П.Д. Музыкальный театр Чувашии и ведущие мастера его сцены / П.Д. Заломнов. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1992. – С.23;
  • Заломнов П.Д. Андреева Зоя Захаровна // Заломнов П.Д. Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены / П.Д. Заломнов. – Чебоксары, 2002. – С.43;
  • Илюхин Ю.А. Андреева Зоя Захаровна / Ю.А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 66;
  • Макарова С. Памяти талантливой певицы / С. Макарова // Советская Чувашия. – 1997. – 29 мая и др.
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads