Андреев Семён Алексеевич

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Андреев Семён Алексеевич - Совет Союзĕн Паттăрĕ.

Краткие факты Çуралнă вăхăт, Çуралнă вырăн ...
Remove ads

Кун-çулĕ

1924-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче çуралнă. Туçари вăтам шкулта вĕреннĕ.

1942-мĕш çулхи нарăсра Хĕрлĕ Çара кайнă. Бронебойщик çар специальностне вĕреннĕ. 1943-мĕш çулхи ака уйăхĕнче çапăçусене хутшăннă. Хăйĕн хастарлăхне Днепр) юханшывĕ урлă каçнă чухне палăртнă.

1943-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Андреев сержант хăйĕн подразделенипе Днепропетровск хулинцен кăнтăрарах Днепр урлă каçать. Плацдарм ярса илсе 3 талăк хушши хĕрӳ çапăçусенче тăшман тапăннине сирсе яраççĕ. Андреев С.А. хăй пĕр танка персе çĕмĕрет.

Çак çапăçусемшĕн ăна Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне илме тăратаççĕ. Анчах вăл çак чыса кĕтсе илеймест. 1943-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче çапăçура вилет.

Днепропетровск облаçĕн Солонян районĕнчи Вовничи ялĕнче пытарнă. Тăван ялĕнче урама ун ятне панă.

Remove ads

Чыславсем

Вуламалли

  • Батыревская энциклопедия. Чебоксары, 2005. с.21.
  • Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1987

Каçăсем


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads