Месек
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Месек (фр. anecdote — пулман ĕç-пуç; грек. τὸ ἀνέκδοτоν — пичетлемен, тӳррĕн «паман») — фольклор жанрĕ — пуплевре пĕр-пĕрне каласа памалли кĕске кулăш истори. Тăтăшах месекĕн тупсăмĕ кĕтмен çĕртен тенĕ пекех истори вĕçĕнче тин палăрса култарать.
Кун-çулĕ
Месексем пуплев пултарулăх жанрĕ пулнипе пĕрремĕш тĕслĕхĕсем хăçан пуçланса кайнине пĕлтерме хĕн.
Ĕлĕк çырса хăварнă месексенчен çаксене тупнă темелле[1]:
«Тахçанхи вăхăтсенченех çамрăк арăм упăшки ыталаса пăчăртасан сывлăша пăснă»
— Шумерсен тăм фрески, п.эрч. 1900—1600 çç.
«Салхуллă фараона епле хаваслантарас? Кимĕ çине пулă тытмали сĕрекепе витĕнтернĕ хĕрсене лартса Нил шывĕпе ярăнтармалла, вара фараон чăннипех пулла каять»
— авалхи икĕпат месекĕ, п.эрч. 1600 ç.
Remove ads
Абсурд месекĕсем
Месексем тата политика
Википеди пирки месексем
- Википедире мĕн çырнине пĕлни чăн эрудици мар. Чăн эрудици — унта мĕн çуккине пĕлетĕн пулсан.
- Википедие тавлашнă чухне усă курма майлă: кирлĕ статьяна маларах хăвна майлă тӳрлетмелле çеç.
Автор анекдочĕсем
В. С. Черномырдинăн месек пулса тăнă афоризмĕсем
- Пахарах тăвасшăнччĕ те яланхи пекех пулса тухрĕ.
- Нихçан та çакă пулманччĕ, каллех çав пулса тухрĕ.
- Водка пек лайăххи япăх пулать.
- Правительство — вăл чĕлхепе унталла-кунталла тумалла орган мар.
- Принциплă принципсем принциплĕ мар пулчĕç.
- Çак ыйтăва эпир пĕтĕмпех тĕплĕн тĕпчерĕмĕр. А-ран пуçласа Б таранччен.
- Икĕ çăмартана та пĕр карçинккана хумалла мар.
Remove ads
Çавăн пекех пăхăр
Асăрхавсем
Месек литературăра, ӳнерте
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads