Арнольд Владимир Игоревич
чаплă раççей математикĕ From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Влади́мир И́горевич Арнóльд (1937, çĕртме, 12, Одесса — 2010, çĕртме, 3, Парис) — чаплă раççей математикĕ.
Мускав университечĕн ирĕклĕ попечительсен канашĕн ертӳçи, Раççей ăслăлăх академийĕн В. А. Стеклов ячĕллĕ математика институчĕн ăслăх тĕп ĕçтешĕ, Парис-Дофин университечĕн профессорĕ.
АПШ Наци ăслăлăх академийĕн, Франци Ăслăлăх Академийĕн ютçĕр юлташĕ, Лондонри патшалăх пĕрлĕшĕвĕн хисеплĕ пайташĕ. Пьерпа Мари Кюри Университечĕн (Парис), Варвик Университечĕн (Ковентри), Утрехт Университечĕн, Болонья Университечĕн, Торонто Университечĕн, Complutense (Мадрид) Университечĕн хисеплĕ тухтăрĕ.
ММЭП президенчĕ (1996).
1995—1998 çç. Мĕнпур тĕнчери математика пĕрлешĕвĕн президенчĕн çумĕ.
Remove ads
Биографи
Мускав патшалăх университечĕн (МПУ) механика-математика факультетĕнче пĕлӳ илнĕ.
А. Н. Колмогоров академик патĕнче вĕреннĕ. . Физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1963). 1965—1986 çулсенче — МПУ профессорĕ. СССР ĂА академикĕ (1990).
Ăслăх ĕçĕсем
Топологи, дифференциаллă танлаштарусен теорийĕ, сехметсен теорийĕ (математика) тата теориллĕ механика.
Чыслани
- 1958 — Мускаври математика пĕрлешĕвĕн премийĕ (ММП)
- 1965 — Ленин парни ( академик А. Н. Колмогоровпа пĕрле)
- 1982 — (Crafoord Prize) Крафоорд Швеци Патшалăх ĂА парни (Луис Ниренбергпа пĕрле)
- 1992 — РĂА Лобачевский парни
- 1994 — Харви (Harvey Prize) парни, Технион (Хайфа)
- 2001 — Вольф парни (Wolf Prize)
- 2001 — Америка физика институчĕн парни
- ? — Д. Хайнеман парни, математикăллă физикăпа
- Тĕнчери астрономи пĕрлĕхĕ кĕçĕн планетăна «Владарнольдо» ят панă.
Remove ads
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads