Баренцбург
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Ба́ренцбу́рг (норв. Barentsburg) — Шпицберген архипелагĕнчи пысăкăшĕпе иккĕмĕш пурăнан вырăн. Норвеги статистикипе (2016), Баренцбургпа Пирамидăра 495 çын пурăнать[2].
Баренцбурга Виллем Баренц тинĕсçӳревçине асăнса панă — вăл Шпицбергена 1596—1597 çулсенче килсе курнă. Норвеги территоринче вырнаçнăскер, Баренцбургра çаплах Раççей Федерацин Тĕп консулĕн офисĕ ĕçлет[3]. Кивĕ килĕшӳпе Баренцбурга Совет Пĕрлешĕвне панă, халĕ вăл Раççей территорийĕ шутланать.
Remove ads
Истори
Официаллă архипелага уçаканĕ голланд тинĕс-çӳревçи Виллем Баренц пулать. Унăн экспедицийĕ архипелага 1596 çулта çитнĕ. Баренц архипелага «Шпицберген» — «çивĕч тăрăллă тусем» — ят панă.
Пĕр версипе, архипелага викингсем уçнă. Çапла, 1194 çулхи скандинав хроникинче викингсем çĕнĕ çĕре — Свалбарда («сивĕ çырансем») — уçнине çырнă[4]. Çапах та архипелаг çинче çак çынсем çак территоринче XII—XIII ĕмĕрсенче пулнине кăтартакан ĕнентерӳсене тупман[5].
Альтер-гипотезăпа Виллем Баренц экспедицийĕ архипелага киличчен вырăссем (поморсем) кунта морж, тюлень, пăлан тытма çӳренĕ. Çакăн пирки археологсем чылай япала — йывăç хĕрессем, кулленхи япаласем, савăтсен (кимĕсен) ишĕлчĕкĕсене тупнă. Археологи Шпицбергенри чи тахçанхи палăк тесе Стаббэльва çынсем тăнă вырăна асăнать. Дендрохронологипе, вăл XVI ĕмĕрĕн варринче пулать. Анчах та пур ăсчах та ăна йышăнмасть.
Remove ads
Климат
Экономика
Çутçанталăка упрани
Культура, спорт тата тĕн
Галерея
Баренцбург:78° çурçĕр анлăхĕнчи шахтёрсем тата поляр уписем Шахтёрсен ĕçне мухтакан стела Баренцбург сăнĕ, тинĕс енчен Баренцбург поçолăкĕнчи чи çурçĕрти Ленин палăкĕсенчен пĕри - Ленин бюсчĕ
- Иван Старостин урамĕ
- Хула сăнĕ
- Баренцбург сăнĕ çултен
- Баренцбург сăнĕ тинĕсрен
- Баренцбург сăнĕ тинĕсрен
- Православи чиркĕвĕ, Баренцбург.
- Баренцбург гаванĕ
Çав. пекех
- Пирамида — Шпицбергенри раççей поçолăкĕ (консервацире).
- Грумант — Шпицбергенри раççей поçолăкĕ (консервацире).
- Лонгйир — Шпицбергенри чи пысăк норвег поçолăкĕ.
- Ню-Олесунн — норвегсен Шпицбергенри Тĕнчери тĕпчев центрĕ.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads