Беляев Александр Филиппович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Беляев Александр Филиппович - Совет Союзĕн Паттăрĕ, штаб начальникĕ, 41-мĕш гварди стрелоксен дивизин (Çеçенхир фрончĕ, 57-мĕш çар, 68-мĕш стрелксен корпусĕ) командирĕн тивĕçне пурнăçлакан, гварди подполковникĕ.

Remove ads
Кун-çулĕ
Хальхи Елчĕк районĕнчи Елчĕк салинче 1908-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче хреçчен кил-йышĕнче çуралнă. Чăваш. 1924-мĕш çулта шкул пĕтерсен Чĕмпĕрти педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. 1928- мĕш çулта техникум пĕтерсен Çĕпĕре ĕçлеме кайнă. Кемер облаçĕн хальхи Белово районĕнчи Оселки чăваш ялĕнче пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулнă.
1929- мĕш çулта Хĕрлĕ Çара чĕнеççĕ. Хабаровск хулинче хĕсметре тăнă. "Отличный стрелок" паллăпа чысланă. 1931-мĕш çулта хĕсметрен таврăнсан Кузнецкри металлурги комбиначĕн котельый цехĕн нормировщикĕ, каярах Белово хулинче вĕрентекен пулса ĕçлет.
1932-мĕш çулта ăна каллех хĕсмете чĕнеççĕ. Канск, Ленинск-Кузнецком, Кемĕр хулисенче хĕсметре тарать.
Вăрçа 1942-мĕш çулхи çу уйăхĕнче лекет. Вăрçă çулĕ 10-мĕш сывлăш десант корпусĕнче, унтан 1942-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче 41 гварди стрелоксен дивизине калаплаççĕ, иртет.
1943-мĕш çулхи çулла тĕлне Беляев майор дивизин штаб пуçлăхĕ пулнă, авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче ăна дивизи командирĕн тивĕçне пурнăçлама хушаççĕ. Сулахай Çыранри Украинăна ирĕке кăларнă чухне тата Днепр урлă каçнă чухне уйрăмах палăрнă.
1943-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 10-25-мĕсенче пынă тапăнакан çапăçусенче Подполковник беляев ертсе пыракан дивизи 28пурăнан вырăна ирĕке кăларса Днепр çыранне тухнă. Авăнăн 26-мĕшĕн каçĕнче дивизи пайĕсем Днепра урлă каçса плацдарм тытса илнĕ. Питĕ хăрушă çапăçусем пуçланнă. Авăнăн 28-мĕшĕнче çеç дивизи тăшманăн 8 контратакине сирсе янă. Çар тивĕçне пурнăланă май Беляев подполклвник хăюлăхпа харсăрлăх тĕслĕхĕ пулса тăнă.
Чӳкăн 3-мĕшĕнче ăна Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илме тăратнă.
Анчах вăл Ылтăн Çăлтăра илсе ĕлкĕреймен. 1943-мĕш çулхи раштавăн 11-мĕшĕнче Кировоград облаçĕнчи Верблюжка (Погребняково) ялĕ патĕнче çапăçура вилет. Çав ялтах пытарнă.
Remove ads
Чысĕсем
- Совет Союзĕн Паттăрĕ
- икĕ Ленин орденĕ
- Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- Сталинграда хӳтĕленĕшĕн медаль.
Астăвăм
- Беляев А.Ф. ятне Елчĕкри шкулпа урам ятне панă.
- Беляев А.Ф. ятне Кировоград облаçĕнчи Верблюжка салинчи урама панă.
Вуламалли
- Днепр тăрăхĕнче // Хатĕр пул. – 1985. – № 5. – С. 23–24.
- Ентешсем – Совет Союзĕн паттăрĕсем // Тантăш. – 2005. – 9 çĕртме (№ 23). – С. 2.
- Беляев Александр Филиппович // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы – уроженцы Чувашии : [изоматериал]. – Чебоксары, 2005.
- Беляев Александр Филиппович // Чувашская Республика. Яльчикский район : краткая энцикл. – Чебоксары, 2005. – С. 30–31.
- Михайлов, В. М. Беляев Александр Филиппович / В. М. Михайлов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 85.
- Михайлов, В. М. Беляев Александр Филиппович / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А–Е. – С. 202.
Remove ads
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads