Бикулова Мария Григорьевна
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Бикулова Мария Григорьевна (1919, авăн, 25, Пăва уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) Лаш Таяпа ялĕ, Пăва уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енри Елчĕк районĕ) — 1985 çулхи юпа, 3, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш драма актриси. Чăваш АССР халăх артисчĕ (1980), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1955)[1]. [2]
Remove ads
Пурнăçĕ
1919 çулхи авăнăн 25-мĕшĕнче Пăва уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) Лаш Таяпа ялĕнче çуралнă.
1936-1942 çулсенче куçакан иккĕмĕш колхоз театрĕнче (Муркаш районĕ) вылянă. 1943-1947 çулсенче ГИТИСре вĕреннĕ (курсăн пултарулăх ертӳçи — М.Тарханов, Чăваш студийĕ). Чăваш академи театрĕнче ĕçленĕ. 1961 çултанпа Чăваш республикин пукане театрĕнче ĕçлесе çĕр ытла роле сăнарланă.
1985 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарта çĕре кĕнĕ.
Remove ads
Ӗçĕсем
Хăйĕн вылаякан рольсенче вылянă вăхăтра Мария Букилăва хăй пуканесемпе лайăх ертсе пырасси пултарулăхне кăтартнă.
Чи лайăх ĕçĕсем:
- Амаçури (Е. Шварцăн "Золушка");
- Чиква (Ю. Елисеевăн "Сэмбо");
- Сопылах (Г. Стефановăн "Икĕ ывăл")
Вуламалли
- Кириллов, Г. Манăçми ят / Г. Кириллов // Коммунизм ялавĕ. – 1989. – 24 юпа.
- Кириллов, Г. Унăн сăнарĕ асăмрах / Г. Кириллов // Eлчĕк ен. – 2000. – 1 утă.
- Малышкин, Н. Бикулова Мария Григорьевна // Малышкин, Н. Ф. Eлчĕк енĕн пултарулăх çыннисем / Н. Малышкин. – Çĕрпӳ, 2000. – С. 71-72.
- Бикулова Мария Григорьевна // Яльчикский район : краткая энцикл. – Чебоксары, 2007. – С. 50.
- Говорова, Н. Д. Бикулова Мария Григорьевна / Н. Д. Говорова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 213.
- Романов, П. В. Бикулова Мария Григорьевна / П. В. Романов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 87.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads