Бутяков Сергей Николаевич

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Бутяков Сергей Николаевич - Совет Союзĕн Паттăрĕ[БС1 1], [ГС 1], [НЛ 1] , танкист, кĕçĕн лейтенант, чăвашсенчен пĕрремĕш Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне тивĕçнĕ.

Краткие факты Çуралнă вăхăт, Çуралнă вырăн ...
Remove ads

Кун-çулĕ

1916 çулхи авăнăн 28-мĕшĕнче хальхи Куславкка районĕнчи Анат Шуршу ялĕнче çуралнă.

Ачалăхне Звенигово хулинче ирттернĕ. 6-мĕш класс хыççăн ФЗУ шкулĕнче тимĕрçĕ ăсталăхне алла илнĕ.

1937-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара хĕсмете чĕннĕ, танк шкулне вĕренме лекнĕ. Кайран 50-мĕш перевçĕ дивизин 398-мĕш танк полкĕн танк командирĕ пулса тăнă.

Тухăç Беларуçине ирĕке кăларнă кампанине хутшаннă.

Совет-финн вăрçинче Карел пымакĕнчи çапăçусене хутшăнса Маннергейм йĕрне татса каçнă чухне палăрнă.

1940-мĕш çулхи нарăсăн 11-мĕшĕнче Бутяковăн танкĕ малтисен хушшинче 48.5 тӳпемне вирхĕнсе çитнĕ. Механик-водитель амансан унăн вырăнне ларса атакăна малалла тăснă. Финн салтакĕсем танка персе çĕмĕрсен, аманнă пулсан та, танк хускалайманнине шута илмесĕр, тăшман еннелле тупăран тата пулеметсенчен пенĕ. Тăшманăн тепĕр снарячĕ лексен танка çулăм хыпса илет, пĕтĕм экипаж паттăррăн вилет.

Remove ads

Чыславсем

Асăнмалăх

  • Бутяков урамĕ (Звенигово хули);
  • Салтака кайиччен Бутяков ĕçленĕ завода Бутяков ятне панă, завод умĕнче тата культура çурче умĕнче Паттăрăн бюстне вырнаçтарнă [1]
  • Тăван килĕн çурчĕ çине 2005-мĕш çулта асăну хăмине çапнă.

Асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads