Вăта Европа
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Вăта Европа — Европăн Анăçпа Тухăç хушшинчи калаçса татăлса палăртнă пайĕ[2][3][4]. Чикĕсем пирки дискуссисене хупса хуман-ха.


Вăта Европăри патшалăхсем
Вăта Европа концепцийĕ пирки халĕ те тавлашаççĕ пулин те[5], Вишеград ушкăнне кĕрекен çĕршывсем, пур чухне тенĕ пекех Вăта Европăра шутланаççĕ[6]. Тĕрлĕ çăлкуçсенче Вăта Европăна тăтăшах çаксене кĕртеççĕ:
- Австри
- Хункăри
- Германи
- Лихтенштайн
- Польша
- Словаки
- Словени[7] (хăш чухне Кăнтăр-Тухăç Европăра теççĕ[8])
- Чехи
- Швейцари
Контекста пула, Вăта Европăри çĕршывсене хăш чухне Анăç, хăш чухне Тухăç Европăна кĕртеççĕ[9][10][11][12]. Сăмахран, Австрие Вăта Европăри çĕршывĕсем шутне, Тухăç Европăри çĕршывсен йышне[13] тата Анăç Европăри çĕршывсен ушкăнне кĕртме пултараççĕ[14].
Ытти çĕршывсем
Хăшпĕр тĕпчевçĕсем çаплах Вăта Европăна, историри, географири е/тата культурăри çыхăнусене пула, çак çĕршывсене кĕртеççĕ:
- Хорвати[15][16][17][18][19] (тăтăшах Кăнтăр-Тухăç Европăна кĕртеççĕ[20][21])
- Румыни (Трансильвания[22][23])[24][25][26]
- Балтири патшалăхсем, географилле Çурçĕр Европăра шутланать пулин те, çак термина нимĕçле ăнланупа (çак региона унта ăна Mitteleuropa тенĕ) Вăта Европăна кĕртеççĕ. Бенилюкс çĕршывĕсем ытларах чухне Анăç Европăна кĕреççĕ. Çапах та, вĕсене хăш чухне, историри, культурăри тата чĕлхери çыхăнусене пула, Вăта Европăна кĕртеççĕ.
Хăш чухне çак çĕршывсен пайĕсене Вăта Европăра кĕртеççĕ:
Remove ads
Çав. пекех
- Çурçĕр Европа
- Кăнтăр Европа
- Вăта тата Тухăç Европа
- Вишеград ушкăнĕ
- Европа пĕрлешĕвĕ
- Европăн географири центрĕ
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads