Васильев Александр Михайлович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Васильев Александр Михайлович
Remove ads

Александр Михайлович Васильев (утă, 13 - 1961 ç, Ирх Çырми ялĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш юрăçи, сăвăçи, композиторĕ.

Краткие факты Тĕп хыпар, Çуралнă вăхăт ...
Васильев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи.

Remove ads

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Амăшĕ медсестра пулса ĕçленĕ, ашшĕ машинăпа çӳренĕ. Çемьере пиллĕк ача çуралса ӳснĕ, Сантăр иккĕмĕш ача пулнă.

Совет Çарне йыхравличчен «Паха тере» фабрикăра çĕвĕ оборудованине юсакан вырăнĕнче тăрăшнă. Çар хĕсметĕнчен таврăнсан электровиçев механизмĕсен савутĕнче вăй хурать. Каярах Чăваш колхозстройпĕрлешĕвне ĕçе куçать, экскаватор çинче ĕçлет.

Çакăн хыççăнах культура училищинче кĕрет мар йĕркепе вĕренет, Шупашкар районĕн Кӳкеç паççулкин культура керменне ĕçе куçать.

Remove ads

Пултарулăх утăмĕсем

Чăваш Ен радиовĕпе телекурава ĕçе вырнаçсан, пултарулăх ушкăнĕпе чылай кăларăм хатĕрлесе кăтартнă: «Пĕрре курсах саврăм», «Чăваш пики», мăшăрлисен, хунямасен ăмăртăвĕсене ирттернĕ. Вунсаккăр çул хушши «Купăс, янра» кăларăва ертсе пынă.

Пултарулăхра Станислав Толстов, Надежда Русскова, Радик Иванов, Валентина Сытина композиторсемпе пĕрлĕ ĕçлет.

Александр Михайлович баянпа, гармоньпе, гитарăпа выляма ăста.

Remove ads

Çемье

Арăмĕпе пĕрле иккĕ хĕре ӳстерсе çитĕнтернĕ. Арăмĕпе хĕрĕ юрăçпа пĕрле тăрăшаççĕ.

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads