Васильев Алексей Ильич

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Васильев Алексей Ильич, — чăваш чĕлхи тĕпчевçи, педагог-методист. 1886 çулта Самар кĕперниĕнчи (халĕ Самар облаçĕн Шунталлă районĕ) Емелкке Таяпи ялĕнче çуралнă. 1956 çулта Шупашкарта вилнĕ.

Васильев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ ятне тивĕçлĕ пулнă.

Remove ads

Пурнăçĕ

Шунталлăри икĕ класлă училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн пĕр тапхăр вĕрентекен пулса, 1920—1928 çулсенче Турай ялĕнчи икĕ сыпăклă шкулта директор пулса ĕçленĕ. Чĕмпĕрти педтехникумра чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Аспирантурăра вĕреннĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ĕçленĕ. Алексей Васильев «Чăваш чĕлхинчи ыйтуллă пуплевсем», «Некоторые материалы к вопросу исследования орфографического режима чувашских переводов», «Вопросы чувашской орфографии» тĕпчев ĕçĕсем чĕлхе ăслăлăхĕнче паллă йĕр хăварнă.

Алексей Васильев вăтам шкулта чăваш чĕлхин фонетикипе морфологине вĕрентмелли вĕрентӳ кĕнекисен авторĕсенчен пĕри. Ку кĕнеке 12 кăларăмпа пичетленсе тухнă.

Remove ads

Вуламалли

Каçăсем


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads