Васильев Владимир Васильевич (кавалерист)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Васильев Владимир Васильевич, — кавалерист, Совет Союзĕн паттăрĕ[БС1 1], [ГС 1], [НЛ 1].


Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фрончĕн 1-мĕш гварди кавалери корпусĕн 1-мĕш гварди кавалери дивизин 1-мĕш гварди кавалери полкĕн 4-мĕш эскадронăн пулемёт расчёчĕн командирĕ.
Remove ads
Кун-çулĕ
1911 çулта Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ ялĕнче, хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1945 çулта вилнĕ. Аслă сержант таран ӳссе çитнĕ.
Паттăр ячĕпе Чулхулан пĕр урамне ят панă.
Пурнăçĕ
Çичĕ çулта тăлăха юлнă хыççăн Шупашкарти ача çурчĕнче çитĕннĕ. 1924 çулта пиллĕк класс пĕтернĕ. 1931 çулта çара кайнă, Минскри кавалери полкĕнче çарта тăнă. 1934 çулта çартан таврăнсан Чулхулана куçса кайса унти чукун çул милицийĕнче ĕçленĕ.
1938 çултанпа Çĕнĕ Доскино посёлокĕнче пурăнма тытăннă. Чулхула автомобиль заводĕнче токарь пулса ĕçленĕ. 1939 çулта каллех çара кайма тивнĕ, Чулхулара çарта тăнă.
1942 çулта фронта кайнă, кавалери полкĕн пулемёт расчёчĕн командирĕ пулнă. 1943 çулхи пĕр çăпăçура аманнă хыççăн ăна кавалери училищине вĕренме янă.
1944 çул вĕçĕнче училищĕн пур курсанчĕсене те фронта янă. Владимир Сандомир плацдармĕ патĕнчи çапăçăва хутшăннă. Хăйĕн хастарлăхне вăл 1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче Одер шывĕ урлă каçнă чухне кăтартнă. Фашистсем вăл вăхăтра юханшывăн сылтăм енне куçса çирĕпленме пуçланă салтаксем çине тапăнса кĕнĕ. Васильев расчёчĕ нимĕçсем виçĕ хут тапăнса кĕнине сирсе янă, 50 ытла фашиста персе вĕлернĕ.
Пулемётчиксем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр сăрта хăйсен аллинче тытса тăнă, нимĕçсене яман. 1945 çулхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнчи СССР Аслă Канаш Президиумĕн хушăвĕ тăрăх Владимир Васильевич Васильева Совет Союзĕн паттăрĕ ятне панă.
Remove ads
Чыславсем
2003-мĕш çулта Мăн Шетмĕ шкулне Васильев Владимир Васильевич ятне панă [2]
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads