Васильев Григорий Семёнович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Григорий Семенович Васильев Пушкăрстанри Карамаскали районĕнчи Тинĕскӳл салинче (22.09.1897 — 28.1.1943) — Совет Союзĕн Паттăрĕ[БС1 1], [ГС 1], [НЛ 1], подполковник. Воронеж фрончĕн 60-мĕш армин 232-мĕш дивизин 605-мĕш полкне ертсе пынă. 1919-мĕш çултан ВКП(б) членĕ.

Remove ads
Кун-çулĕ
Пушкăрстанри Карамаскали районĕнчи Тинĕскӳл салинче 1897-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче çуралнă хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Чăваш. 1919-мĕш çултан ВКП(б) членĕ. Пуçламăш шкул пĕтернĕ. Граждан вăрçине хутшăннă.
- 1924-мĕш çулта Аслă пĕрлештернĕ çар шкулне пĕтернĕ.
- М.В.Фрунзе ячĕллĕ Çар академине 1934-мĕш çулта вĕçленĕ.
Японецсемпе 1938-мĕш çулта Хасан кӳлли патĕнче тата 1939-мĕш çулта Халхин-Гол юханшывĕ патĕнче çапăçнă.
Remove ads
Вăрçă вăхăтĕнче
Вăрçа 1941-мĕш çулта хутшăннă. Подполковник Васильев Г.С. ертсе пыракан 605-мĕш стрелоксен полкĕ 1943-мĕш çулхи раштавăн 24-28-мĕшĕсенче Верхненикольское, Яблочное, Кочетовка ялсене тăшмантан тасатннă çĕре хутшăннă. 1943-мĕш çулхи раштавăн 28-мĕшĕнчи Воронеж облаçĕнчи Новодевицк районĕнчи Анат Турово патĕнчи çапăçура подполковник Васильев Г.С. вилет. Воронеж облаçĕнчи Хохол ялĕ патĕнче пытарнă.
Remove ads
Чысĕсем
Тăван ялĕнчи шкул патĕнче палăк лартнă. Бийск хулинче ун ятне урама панă.
Вуламалли
- Ашик М.В. Этергомский десант. С.-П. 2000.
- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1987
- Звёзды доблести ратной. Новосибирск: Новосибирское кн. изд. 1986.
- Кузнецов И.И., Джога И.М. Золотые Звёзды Алтая. - Барнаул: 1982
- Подвиги их - бессмертны. - Уфа: Китап, 2000.
- Славные сыны Башкирии. Книга 4. Уфа, 1979
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads