Васильев Павел Ефимович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Васильев Павел Ефимович - Совет Союзĕн Паттăрĕ[БС1 1] -- [ГС 1] -- [НЛ 1], 2-мĕш ИНçет Хĕвелтухăç фрончĕн 15-мĕш çарĕн 21 моторланă инженер-сапер бригадин 132-мĕш уйрăм мотоштурм инженер-сапер батольонĕн командирĕн политпайĕпе çумĕ, капитан.

Remove ads
Кун-çулĕ
Пушкăрт Республикин Пишпӳлек районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче, 1909-мĕш çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче хреçчен кил-йышĕнче çуралнă. Чăваш. 1932-мĕш çултан ВКП(б) пайташĕ. 1931 çулта Ĕпхӳ педагогика техникумне пĕтерне, партин тĕрлĕ ĕç вырăнĕсенче ĕçленĕ.
1941-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче ăна Хĕрлĕ Çара чĕнсе илнĕ.
1945-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Фудзин çирĕплетнĕ районне татса тухнă чухне, Васильев капитан 5 дота штурмлама хатĕрленнине ертсе пынă. Вĕсенчен чи хăватли сирпĕнсе кайсан, Павел Ефимович чи малтан çыхăну çулĕсене вирхĕнсе кĕрсе 4 япун салтакне автоматпа персе вĕлернĕ, пĕрне тыткăна илнĕ.
947-мĕш çултан Васильев капитан запаса тухнă. Пишпӳлек районĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ, Пишпӳлек районĕн райкомĕн 1-мĕш секретарĕ. Пушкăрт АССРĕн Аслă Канашăн депутачĕ, Пишпӳлек район канашĕн депутачĕ пулнă.
1978-мĕш çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче вилнĕ. Ĕпхӳре пытарнă.
Remove ads
Чыславсем
- Совет Союзĕн Паттăрĕ № 7769;
- Ленин орденĕ;
- Хĕрлĕ Ялав орденĕ;
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ;
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ;
- медальсем.
Вуламалли
- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1987.
- Ашик М.В. Этергомский десант. С.-П. 2000.
- Память солдатского сердца. Выпуск 2. Чебоксары, 1980.
- Подвиги их - бессмертны. - Уфа: Китап, 2000.
- Славные сыны Башкирии. Книга 1. Уфа, 1965.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads