Вектор (геометри)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Вектор — енне палăртнă татăк, урăхла каласан вăл унăн чикĕри хăш пăнчи пуçламăшĕ, хăш пăнчи вĕçĕ иккенне кăтартнă татăк пулать[1].
- Ку статья геометрири вектор пирки, математикăри «вектор» ăнлав çинчен Вектор (математика) статьяна пăхăр


Пусламашĕ пăнчăра тата вĕçĕ пăнчăра вырнаçнă вектора символпа кăтартаççĕ. Векторсене çавăн пекех тăррине ăнкай е кĕске йĕр лартнă латтыньле пĕчĕк саспаллисемпе те символлаççĕ, сăмахран . Тепĕр анлă сарăлнă меслет: вектор символне çуллă шрифтпа çырасси: .
Геометрире вектор куçăмпа (параллеллĕ куçăмпа) тÿр килет, çапла вара вăл сăмах ăçтан тухни те уçăмланать (лат. vector, йăтса пыракан).
Remove ads
Ирĕклĕ вектор
Ирĕкле вектор тесе унăн пуçламăшĕ уçлăхăн пĕр-пĕр пăнчинче çирĕпленмен пулсан калаççĕ, урăхла каласан, вектора параллеллен урăх тĕле куçарма пулать, анчах та вăл çавнашкал куçарусенче çав векторах шутланать. Ятарласа палăртман пулсан, математикăра ирĕклĕ вкторсене пăхса тухаççĕ.
Асăрхавсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads