Хункăри
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Хункӑри (унчен Венгри) венг. Magyarország, Матьярӑрсса́к) — Европăри патшалăх, Австри, Словаки, Украина, Румыни, Серби, Хорвати тата Словени патшалăхĕсемпе юнашар вырнаçнă.
Remove ads
Этимологи
Индоевропа чĕлхисенче сăмахăн çакнашкал пĕлтерĕшсем: лат. Ungari, Ungri, грек. Οὑγγρικός, Οὖγγροι, фр. hongrois, ним. Ungar(n), акăл. Hungarian(s), шв. ungrare. Çак пĕтĕм экзоэтноним пăлх. on ogur, тĕрк. on oguz «вунă огуз йăхĕ»[1] палăртуран пулса тухнă. Малтанхи h- Hunni «хунсем» этнонимран аталанма тытăннă. Вăтам ĕмĕрсенче Хункăрие «хунсен короллĕхĕ» тенĕ, ăна «Нибелунгсем пирки юрлани» эпос романĕнче асăннă.
Remove ads
Тытăмлăхĕ
Хункăри 19 мадьерен тăрать. Хальхи пайланăва 1950 çулта хута кĕртнĕ.
Халăх йышĕ
Хункăрире ытьларах пайĕпе хункăрсем пурăнаççĕ. Халăхăн 95% патнелле хункăр чĕлхипе калаçать. Пысăкрах урăх халăхсен шутне чикансем (2%), нимĕçсем (1,2%), еврейсем (1%), румăнсем (0,8%), словаксем (0,4%), хăрватсем (0,2%), сăрпсем (0,2%) тата украинсем кĕреççĕ.
Кухня

Спорт
Уявсем

- Фаршанг — хункăрсен Германирен килнĕ Çăварни.
- Раштав (уяв).
- Мăнкун.
Астрономире
1898 çулта уçнă астероида Венгрие чысласа (434) Венгри ят панă.
Литература
- Марков Д. С. Венгрия. — М.: Мысль, 1990. — (У карты мира). — 50000 экз. — ISBN 5-244-00436-0
- П. Пейковска, болгаро-венгерские связи в исторической науке и межличностные отношения (XIX век) [Bulgarian-Hungarian Relations in Historical Science and Interpersonal Communication 19th Century]. Отв. ред. А. С. Стыкалин. СПб, 2009, с. 233—248
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads