Вестра-Гёталанд

Швеци ленӗ From Wikipedia, the free encyclopedia

Вестра-Гёталанд
Remove ads

Вестра-Гёталанд лен (Вестра-Ёталанд;шв. Västra Götalands län) — Швецин анӑҫ ҫыранӗнче Скагеррак тинӗс пырӗ хӗррипе, ӗлӗкхи Вестергётланд, Бохуслен тата Дальсланд провинцисен ҫӗрӗсем ҫинче вырнаҫнӑ лен. Вермланд, Йёнчёпинг, Эребру, Эстергётланд тата Халланд ленсемпе чикӗленет. 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Эльвсборг, Гётеборг-Бохус ленӗсене тата Скараборг ленӗн пысӑкрах пайне пӗрлештерсе йӗркеленӗ. Администраци Гётеборг хулара вырнаҫнӑ.

Краткие факты Вестра-Гёталанд, Никӗсленӳ/йӗркеленӳ вӑхӑчӗ ...

Remove ads

Халӑх йышӗ

Вестра-Гёталанд Швецире халӑх йышӗпе иккӗмӗш вырӑнта тӑрать. Апла пулин те кунта халӑх йышлӑхӗ тикӗс мар. Халӑх йышӗнчен ҫурри Гётеборг районӗнче пурӑнать. 1996 ҫулта лен халӑхӗн 83 % 311 ял-хулара пурӑннӑ, вӗсенчен чи пысӑккисем — Гётеборг, Мёльндаль, Бурос, Тролльхеттан, Шёвде, Уддевалла, Лидчёпинг, Алингсос тата Венерсборг.

Административлӑ пайланӑвӗ

Лен 49 коммунӑран тӑрать.

Подробнее №, Коммуна ...
Remove ads

Экономика

Вестра-Гёталанд лен экономика тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ аталаннӑ. Ӗҫ вырӑнӗсен ытларах пайӗ Гётеборг районӗнче вырнаҫнӑ, Тролльхеттан-Венерсборг, Бурос тата Шёвде районӗнче — сахалрах. Ял хуҫалӑхӗ Венернпа Веттер хушшинчи тӑрӑхра пысӑк вырӑн йышӑнать. Сухалакан ҫӗрӗсем ленӑн 21 % яхӑн лаптӑкне йышӑнаҫҫӗ, ку вӑл ҫӗршывӑн унашкал мӗнпур ҫӗрӗнчен 18 % шутланать. Лен экономикинче выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси пысӑк вырӑн йышӑнать. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхпе сурӑхсен йышне илес пулсан Вестра-Гёталанд Швецире пӗрремӗш вырӑн йышӑнать, сыснасен йышӗпе иккӗмӗш вырӑнта тӑрать.

Ленра вӑрман хуҫалӑхӗпе пулӑ тытасси аталаннӑ. Ҫӗршывра пулӑ тытнин калӑпӑшне пӑхсан кунта ҫуррине тытаҫҫӗ. Вестра-Гёталандра промышленность та аталаннӑ: кунта автомобиль кӑларасси, машина тӑвасси, нефть тирпейлесси, хими промышленноҫӗ ытти те пур. Ҫӗршыври промышленноҫри кашни пиллӗкмӗш ӗҫ вырӑнпе тенӗ пекех ҫак лен тивӗҫтерет.

Паллӑ вырӑнсем

  • Викен кӳлӗ — Гёта каналӗн чи ҫӳллӗ вырӑнӗ.
  • Осунден кӳлӗ.

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads