Виски
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Виски(акăл. whisky, айр. whiskey) - салат пăттинчен уйăрса кăларнă хаяр алкоголь ĕçми. Виски сахалтан та 40 градуслă хаяр тата сахалтан та виççĕ çул пичкере усранă ĕçме.[1]
Вискитăвакан паллă çĕршывсем: Аслă Британи (Шотланди енĕ),Ирланди,АПШ,Япони тата Канада.
Технологи

Вискине тăвас утăмсем:
- 1) Салат туни: тырăна (Шотландире урпапа кăна усă кураççĕ) 2-4 талăк шывра ислетеççĕ. Тырă 12 кун хушши салат авăнĕнче калчаланса ӳсет. Кайран салата торф е кăмрăк тĕтĕмĕпе типĕтеççĕ. Çак меслетпе шотланд вискийĕ тĕтĕм-сĕрĕм шăршиллĕ пулать.
- 2) Йӳçни: авăртнă салата вĕри шыва яраççĕ, çĕпре хушаççĕ. Иккĕ-виççĕ талăк иртсен йӳçнĕ 5°-9° салат пăтти (кăрчама) пулать.
- 3)Дистилляци :
- а)пĕрсалатлă виски тумалли меслет: кăрчамана юхтару кубĕнче иккĕ хутчен пăслантарса тасатаççĕ. Пĕрре юхтарнă хыççăн 20°-25° шĕвек пулать (low wines - "анат эрехĕсем"). Анат эрехне тепĕр хут юхтараççĕ. Виççĕ пайĕнчен чи хăватлине (60°-70°) пичкере упраççĕ;
- б) тырă вискине тумалли мĕслет: кăрчамана пĕр хут ректификаци аппарачĕ витĕр юхтарса 70° шĕвеке илеççĕ. Ку меслет питĕ тухăçли шутланать. Тырă вискинчен чылай хутăш виски тума юрать.
Remove ads
Шотланд вискийĕ

Вискитăвакан тăрăхсем
Шотланди енĕ тăваттă вискитăвакан тăрăха пайланать: Lowland (Тӳремлĕх), Speyside (Спейсайд), Hidhland (Сăртлăх) тата Isles (Утравсем). Хăш пĕррисем тата пиллĕккĕмĕш тăрăхĕ пур теççĕ - Campbeltown (Кампбелтаун).
Кашни тăрăхран виски хăйĕн тутипе, хăйĕн стилĕпе уйрăлса тăрать:
- Тӳремлĕх - чи çемçе те ансат виски тăваççĕ;
- Спейсайд - чи паллă виски тăрăхĕ. Кунта чылай вискитăвакан вырнаçнă. Кунта пыл, хирти шурă чечексен тата цитрус шăршиллĕ, çемçе те чăмăр тутăллă виски тăваççĕ;
- Сăртлăх - кунта торф, тĕтĕм тата пиçнĕ панулми шăршиллĕ çемçе виски тăваççĕ;
- Утравсем (Islay, Jura, Skye, Mull, Orkney тата Arran)- чи хытă, чи хăватлă тата вичкĕн шотланд вискийĕ. Утраври виски йăмăх шăршиллĕ: торф, тĕтĕм, йод, сăмала тата йӳлеке(шыв курăкĕ) шăрши туйăнма пултарать.
Виски классификацийĕ
2005 çултан Шотланд вискийĕ çĕнĕ классификаципе тухаççĕ :
- Single malt whisky -Пĕрсалатлă виски
- Blended malt whisky e Pure malt -Салатлă хутăш виски
- Blended whisky -Хутăш виски
- Grain whisky -Тырăлă виски
- Single grain whisky -Пĕртырăлă виски
- Blended grain whisky -Тырăлă хутăш виски
Remove ads
Ирланд вискийĕ
Виски тата бурбон АПШ-чен
Америкăри виски виççĕ уйрăм йышсене пайлама пулать :
- Бурбон ( Bourbon ) : Four Roses (виски), Jim Beam (виски);
- Теннесси виски ( Tennessy Whiskey ) : Jack Daniels (виски);
- Ыраш виски ( Rye Whiskey ).
Япун вискийĕ
Канад вискийĕ
30 яхăн ял хуçалăх виски тăваççĕ. Чи пысăккисем :
Франци вискийĕ
Франци тĕнчере виски суту-илӳ ĕçпе пĕрремĕш вырăн йышăнать.Францире чи сайра виски тăваççĕ - хура тулăран : "EDDU" ( Distillerie des Menhirs ).
Раççейри виски
Раççей вискине Ставрополь Енĕнче Прасковейское савучĕ тăвать.
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads