Владивосток

From Wikipedia, the free encyclopedia

Владивосток
Remove ads

Владивосток е Ӳрӗччи (яппун чӗлхинчен илнӗ сӑмах - 浦塩), — Лăпкă океан хĕрринче вырнаçнă Раççей хули. Кунта Тинĕс Енчи администрациĕ вырнаçнă. Хула ертӳçи — Николаев Владимир Викторович.

Подробнее Патшалăх:, Регион: ...
Remove ads

Истори

Китай çăлкуçĕсем палартнă тăрах ку вырăнта ĕлĕк-авалах çынсем йышлăн пурăннă. Кăна археологсем шыраса тупнă япаласем те палăртаççĕ.

Аслă Петĕр кӳлмекĕ çинчен Европăра 1852 çултанпа çеç пĕлме пуçланă.

1859 çулта Муравьёв-Амурский Николай Николаевич Аслă Петĕр кӳлмекне карап çинче пăхнă çаврăннă вăхăтра Ылтăн Мăйрака бухтăна асăрханă. Вăл палăртнă тăрах кунта хӳтĕленме питĕ лайăх пулнă. Бухта Константинопольти Ылтăн Мăйрака бухти евĕрлĕ курăннипе вăл ăна та Ытлăн Мăйрака ята парас тенĕ. Малтан ку бухтăн китайла тата акăлчанла ячĕсем пулнă.

Николай Муравьёв-Амурский бухтăра хӳтлĕх никĕслеме хушнă, ятне Владивосток панă. Ячĕ вырăс «владеть» тата «восток» сăмахĕсене пĕрлештерсе пулнă.

1860 çулхи çĕртме уйăхĕн 20 (çĕнĕ стиль тăрăх — утă уйăхĕн 2) Алексей Карлович Шефнер ертсе пыракан «Маньчжур» транспортчĕ бухтăра çар постне йĕркеленĕ.

1862 çулта çар постĕнчен порт туса хунă.

1863 çулта Владивостокра пĕрремĕш ача çуралнă. 1880 çулта хула шайне кĕртнĕ.

1883 çулхи пуш уйăхĕн 16 Александр III патша хулан пĕрремĕш гербне алă пусса çирĕплетнĕ.

Remove ads

Паллă çыннисем

Тăванла хуласем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads