Войнич Этель Лилиан

From Wikipedia, the free encyclopedia

Войнич Этель Лилиан
Remove ads

Войнич Этель Лилиан (акăл. Ethel Lilian Voynich), — акăлчан çыравçи, кĕвĕçи. 1864 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Ирландири Коркра çуралнă. 1960 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Нью-Йорк хулинче вилнĕ. Джордж Буль хĕрĕ.

Thumb
Войнич Этель Лилиан

Пурнăçĕ

Войнич Михаил Вилфрида качча тухнă хыççăн вăл радикаллă вырăс революционерсен ушкăнне лекнĕ. Çапла вара вăл «Овод» (Кăкăркут, 1897) романа çырнă. Ку романа темиçе чĕлхе çине куçарнă. Чăвашла ăна Молостовкин Г. А. куçарнă.

СССРта вăл питĕ паллă пулнă. Анчах та хăйĕн СССРти чапĕ çинчен вăл пурнăçăн юлашки çулĕсенче çĕç пĕлнĕ. Ăна, пуринпе те маннăскерне Нью-Йоркра Таратута Евгения Александровна литературовед шыраса тупнă. Ун хыççăн ун патне çырусем килме пуçланă, нумайăн хăнана çӳреме тытăннă.

Remove ads
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads