Вомпăкасси

From Wikipedia, the free encyclopedia

Вомпăкассиmap
Remove ads

Вомпăкасси, — Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи ял. 1963 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕччен тăватă уйрăм ялтан тăнă: Маттикасси, Чăршă (ăна çавăн пекех хутсем çине Чăршăкасси ятпа та çырса хунисем пур), Хырлăх, Чĕрĕп (ăна çавăн пекех хутсем çине Чĕрĕпкасси ятпа çырса хуни пур)[1]. Пĕрлештернĕ хыççăн мĕншĕн кун пек ят пани паллă мар.

Краткие факты
Remove ads

Истори

1920 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕччен ку тăватă ял Чикме уесне, каярах Шупашкар уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ялсем Тутаркас вулăсĕнче шутланнă.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн вĕсем Тутаркас районне кĕнĕ. 1939 çулхи кăрлач уйăхĕн 16 хыççăн Сĕнтĕр районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Шупашкар районне кĕнĕ.

1963 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче тăватă яла пĕрлештернĕ.

1964 çулхи пуш уйăхĕн 11 хыççăн хальхи вăхăтченех Муркаш районне кĕрет.

Remove ads

Паллă çынсем

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads