Воронцов Алексей Парамонович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

ВОРОНЦОВ Алексей Парамонович аслă лейтенант, Совет Союзĕн Паттăрĕ[БС1 1], [ГС 1], [НЛ 1]. Вăл 1915 çулта Ăренпур облаçĕăн Абдулин районĕчи Кăрми ялĕнче çуралнă. Чăваш. Компартине 1940-мĕш çулта кĕнĕ.

Краткие факты Çуралнă вăхăт, Çуралнă вырăн ...
Remove ads

Кун-çулĕ

1943-мĕш çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче Воронцов аслă лейтенант Белгород облаçĕнчи Волоконовка паççулккине ирĕке кăларнă чухне йывăр самантра салтаксене атакăна çĕклесе тăшмана çирĕплетнĕ вырăнтан çапса кăларать.

1943-мĕш çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче Харьков облаçĕнчи Шиповатое станци патĕнче эскадрона тăшманăн артиллерипе тата бронемашинăсемпе вăйлатнă батальон тапăнать. Эскадронăн сулахай флангĕнчи оборонăна Воронцов ертсе пырать. Çак çапăçура гитлеровецсен 3 танкетка, 7 бронемашина тата 100 салтакпа офицерне таран пĕтернĕ. 4 оруди, 20 автомашина тата 15 мотоцикл ярса илнĕ. 1943-мĕш çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнче Вухали хуторне хӳтĕлекен эскадрона нимеçсен танкĕсемпе автоматчикĕсем хупăрлпнă. Воронцов хăй виçĕ танка танк пăшалĕпе персе çунтарнă, çак çапăçура вилнĕ.

Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 10.01.1944. вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне [1]. Харьков облаçĕнчи Нововодолажски районĕнчи Ордовка ялĕ çумĕнче пытарнă.

Remove ads

Чысĕсем

  • Ленин орденĕ
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Асăрхавсем

Асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads