Гагарина Полина Сергеевна

From Wikipedia, the free encyclopedia

Гагарина Полина Сергеевна
Remove ads

Поли́на Серге́евна Гага́рина (1987, пуш, 27, Мускав, СССР) — раççей эстрада юрăçи, композиторĕ, актриси, моделĕ, «Еврокурав-2015» мусăк конкурсне хутшăнса 2-мĕш вырăна тухнăскер[1].

Гагарина хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Краткие факты Тĕп хыпар, Çуралнă вăхăт ...
Remove ads

Биографи

1987-2002 ҫулсенче: ачалӑхпа ҫамрӑклӑх

Мускавра 1987 çулхи пушӑн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ, ачалӑхĕ Грецире иртнӗ. "Голос" шоувĕн пӗр кӑларӑмӗнче хăйĕн мордва тымарĕсем пуррине пӗлтернӗ. Амӑшӗ — профессионал-ташӑҫă — 1991 ҫулта Афинӑри "Алсос" балетне актриса ӗҫĕпе кĕрессине грек продюссерӗпе калаçса татăлнă хыççăн контракт çине алӑ пуснӑ. Унта Полина Гагарина виҫӗ ҫул пурӑннӑ, 1993 ҫулхи авăн уйӑхӗнче пӗрремӗш класа кайнӑ. Ҫуллахи каникула Раҫҫее таврӑнсан кукамай ҫине тӑнипе Сарăтура пурӑнма юлнӑ. Уитни Хьюсон композицине суйласа илсе юрласан ăна мусăк шкулне илнĕ.

Грецире контрактпа ĕçлесе пĕтерсен Полина амӑшӗ Мускава таврӑннӑ, çакăн хыççăн Полина та кунта куҫса килнӗ. Мусăк шкулĕнче вӗренсе тухсан 14 çул тултарнă Полина Гагарина Патшалăхăн эстрадаăпа джаз ӳнерĕн мусăк училищине вӗренме кӗнӗ. Иккӗмӗш курсра ăна Наталья Андриянова педагог "Çӑлтӑрсен хапрăкĕ" мусăк телекроектне хутшӑнма сӗннӗ.

2003 ҫул: "Çӑлтӑрсен Хапрӑкӗ"

2003 ҫулта, 16 ҫула çитнĕ Полина "Çӑлтӑрсен хапрăкĕ-2" телепроекта лекнӗ. Унта вара Максим Фадеевӑн темиҫе юррине шӑрантарса конкурсра ҫӗнтернӗ. Чылай профессионал çакăн хыççăн Полина Гагарина шоура чи вӑйлӑ юрӑҫ тенĕ. Анчах та Полина проект вĕçленсен Фадеевпа малалла ӗҫлеме килӗшмен.

2004-2007 ҫулсем: карьерăна пуҫлани тата "Пӗлӗтрен ыйт" альбомĕ

2005 ҫулта Гагарина АРС Records студипе ĕçлеме килĕшнĕ. Ҫав ҫулах пӗтӗм тӗнчери "Ҫӗнӗ хум" конкурса хутшӑннӑ, унта виҫҫӗмӗш вырӑна тухнă. Конкурсăн юлашки кунӗнче шăрантарнă авторăн "Сӑпка юрри" хит пулса тӑнă. Утăн 11-мӗшӗнче Мускавра видеоклипа çапса илнĕ, режиссерĕ/операторĕ — Владислав Опельянц.

2006 ҫулта "Эпӗ санӑн" юрăна клип (режиссёр — Георгий Тоидзе) çине çырнă. Каярахпа "Morning" юрăна клип çине кăларнă. Ҫав ҫулах "Астӑватӑп"синглĕ тухнă. Ҫаплах 2006 ҫулта Гагарина МХАТ студине вӗренме кӗнӗ. Авăнăн 17-мӗшӗнче Le Club клубра Гагарина хăйĕн пĕрремӗш соло концертне панă.

2007 ҫулта Константин Меладзе хайланă "Эп сана нихӑҫан та каҫармӑп" сингла ҫырнӑ. 2007 ҫулхи утăн 12-мӗшӗнче дебют-альбомне кӑларнӑ, унта "Сӑпка юрри", "Пӗлӗтрен ыйт", "Эпӗ санӑн" тата "Эп сана нихӑҫан та каҫармӑп" юрăсене кĕртнĕ.

Remove ads

Фильмографи тата сасă кĕртни

  • 2007 — Дочки-матери — пуçламăш юрăна шăрантарни
  • 2012 — Катина любовь — пуçламăш юрăна шăрантарни
  • 2012 — Монстры на каникулах — юная вампирша Мэвис (сасă кĕртни)
  • 2014 — Оз: Возвращение в Изумрудный город — Дороти Гейл (сасă кĕртни)
  • 2015 — Одной левой — Софи / юрăна шăрантарни
  • 2015 — Битва за Севастополь — главная музыкальная тема (Виктор Цойăн «Кукушка» кавер-версийĕ)
  • 2015 — Монстры на каникулах 2 — юная вампирша Мэвис (сасă кĕртни) / юрăна шăрантарни
Remove ads

Видеоклипсем

Подробнее Çул, Клип ...

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads