Галл чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Галл чĕлхи — çухалнă кельт чĕлхи, Галлире VI ĕмĕрчен саралнă пулнă, халăх латынĕ ăна ылмаштарнă.
Галл тата çухалнă урăх чĕлхесене — кельтиберипе лепонт чĕлхисене «континент кельт чĕлхисем» йыша пуçтарнă.
Remove ads
Палăксем
Темиçе çĕр [[лапидар çырăвĕ|лапидар] çырăвĕсем пур: чул, керамик сават-сапи, вак укçа, тăхланпа цинк пластинкисем çинче. Галл тексчĕсене хальхи Франци, Швейцари, Итали, Германи, Бельги территоринче тупнă. Авалхи галл çырăвĕсене пирĕн эрăчченхи VI ĕмĕр тĕлне Цизальпи Галлинчи авалхи итал алфавичĕн паллисемпе çырнă пулнă. Галл чĕлхи çывăхарах вăхăтри хыпарсем — Григорий Турскин патĕнчи темиçе çыру (пирĕн эрăри VI ĕмĕр).
Remove ads
Франци чĕлхине сĕмлени
Галлсем хирĕç пĕр сăмахсăрах французсен аслă ашшĕсем шутланаççĕ, историллĕ танлаштару чĕлхе тĕпчевĕ çуралличен («Пор-Рояль грамматики»), франци чĕлхи — галл чĕлхин несĕлĕ тени анлă саралнă пулнă. Çаплах галл чĕлхине латыньрен нумай сăмах кĕнĕ. Тĕрĕссипех, галл чĕлхи (урăх сăмахсемпе, кельт субстрачĕ) франци чĕлхине ытлах сĕм ярайман. Франци чĕлхи латин-роман никĕсĕнчен тухнă, ăна герман чĕлхи тĕрлĕ шайри сĕмĕ те сисĕмлĕ курăнать. Галл элеменчĕсем шутне темиçе сăмах, bec 'кайăк сăмси', chêne 'юман', çирĕммĕллĕ (вигезималлă) шутлав системин юлашкисем, тĕслĕхрен, quatre-vingts '80' ('4 x 20').
Remove ads
Фонологи
- уçă сасăсем:
- кĕске уçă сасăсем: a, e, i, o u
- вăрăм уçă сасăсем ā, ē, ī, (ō), ū
- çурма уçă сасăсем: w, y
- смычные:
- янравсăр: p, t, k
- янăракан: b, d, g
- сонантсем
- сăмса: m, n
- ярăнчăк r, l
- хушăк: s
- аффриката: ts
[χ] — аллофон /k/ перед /t/.
Галл чĕлхи кельт «p-чĕлхисем» шутне кĕнĕ, унта инди-европа kw сасинчен p (танл. mapon 'ывал', ирл. mac; epon 'конь', лат. equos) пулса тухать.
Морфологи
Икĕ пĕрмай тĕл пулакан ят никĕсĕсен ӳкĕмĕ пирки чи шанчăклă хыпар: -a-никĕс тата -o-никĕс. Пушă клетка хыпар çитменнине кăтартать.
Remove ads
Вуламалли
- Delamarre, X. (2003). Dictionnaire de la langue gauloise (2nd ed.). Paris: Editions Errance. ISBN 2-87772-237-6
- Lambert, Pierre-Yves (2003) La langue gauloise (2nd ed.) Paris: Editions Errance. ISBN 2-87772-224-4
- Lejeune, Michel (1971). Lepontica (Monographies linguistiques, 1). Paris: Société d’edition «les Belles Lettres»
- Meid, Wolfgang (1994) Gaulish Inscriptions. Budapest: Archaeolingua. ISBN 963-8046-06-6
- Recueil des inscriptions gauloises (XLVe supplément à «GALLIA»), ed. Paul-Marie Duval et al. 4 vols. Paris: CNRS, 1985—2002. ISBN 2-271-05844-9
- Solinas, Patrizia (1995). ‘Il celtico in Italia’. Studi Etruschi 60:311-408
Remove ads
Каçăсем
- L.A. Curchin, «Gaulish language»(акăлч.)
- Gaulish language on TIED 2005 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.)
- Колиньи календарĕ 2012 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.)
- TITUS тезаурусри икĕ галл чĕлхипе çырнисем
- Рим Галлин çырулăхĕпе чĕлхисем 2006 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.(фр.)
![]() |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Remove ads
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads