Генри Томас Олкен
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Генри Томас Олкен (акăл. Henry Thomas Alken; Юпа, 121785, Сохо, Лондон - Ака, 71851, Лондон — акăлчан ÿнерçи, карикатурçи, кĕнеке илемлетекенĕ тата граверĕ.

Remove ads
Кун-çулĕ
Сэмюел Олкен ÿнерçĕ çемьирен тухнисенчен чи палли. Олкен çемьири кĕçĕн ывăлĕ. Икĕ пиччĕшĕ — Джорджпа Сэмюель Генри те ÿнерçĕсем пулнă.
Генри Томас Олкен — пултаруллă ÿнерçĕ, хăй вăхăтĕнче Аслă Британире чылаях паллă пулнă, пурнăçĕ тăршшĕпех, мĕн 1851 çулта виличченех ĕçленĕ. Унăн пултарулăхĕн хастар çулĕсем 1816-1831-сене лекнĕ. Унăн ÿнер тата ÿкерÿ ĕçĕсенче ытларах асăнни — британ йăлинчи спорт, юланутсем ăмăртни, сунар.
Унсăр пуçне ÿнерçĕн илемлетнĕ кĕнекисем, кулмалли ÿкерчĕкĕсемпе тата пăсса ÿкернисем британ пичетĕнчен анлăн тухнă.
Remove ads
Вуламалли
- Walter Shaw Sparrow: Henry Alken (London, 1927)
- "Henry Thomas Alken," The Grove Dictionary of Art. New York: Macmillan. 2000
Каçăсем
- Henry Thomas Alken
- Global Gallery
- Alken family
- Biography
- Examples of his paintings and sporting sketches 2012 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- artnet biography
- Генри Олкен çу сăррисемпе ÿкерни: 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ. 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ. 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ. 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
Курав
- Тилĕ тытни
- Пулăра
- Ăмăрту
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads