Голланд чĕлхи

From Wikipedia, the free encyclopedia

Голланд чĕлхи
Remove ads

Голланд чĕлхи е Нидерла́нд чĕлхи (de Nederlandse taal, het Nederlandsгооландла калани ) — голландсен чĕлхи, инди-европа чĕлхе çемйин герман чĕлхисен (анăç герман чĕлхисен ушкăнĕн пайĕ) шутне кĕрет.

Краткие факты Голланд чĕлхи, Классификаци ...
Remove ads
Thumb
     Голланд чĕлхин хальхи саралăвĕ      Голланд чĕлхи малтан саралнă облаçсем      Анат нимĕç диалекчĕсем

Голланд чĕлхине тăтăшах фламанд чĕлхи теççĕ. Тĕрĕссипе, çак ятсем тĕрлĕ диалектсене палăртаççĕ (Голланди — Нидерландсен регионĕ, Фландри — Бельгин пиллĕк голланд чĕлхиллĕ провинцийĕ).

Çырулăхне латин алфавичĕн (голланд алфавичĕ) никĕсĕпе тунă.

Remove ads

Тĕнчере сарăлни

Нидерландсенче (патшалăх чĕлхи), Бельгире (унта пурăнан халăхăн çурри калаçать, франци тата нимĕç чĕлхисемпе пĕр танах патшалăх чĕлхи шутланать), Суринамра, Нидерланд Антил утравĕсенче тата Арубăра. Унсăр пуçне, нидерланд чĕлхипе Францин çурçĕрĕнче (Франци Фландрийĕ) тата Нидерландсемпе кӳршĕллĕ Германи çĕрĕсенче усă кураççĕ.

АПШ-ри, Канадăри, Çĕнĕ Зеландири нидерландпа бельги кăкĕллĕ хăшпĕр иммигрантсем нидерланд чĕлхипе кулленхи пурнăçра усă кураççĕ.

Индонезире ватă çынсем нидерланд чĕлхине ас тăваççĕ. Мĕнпур калаçакан йышĕ — 22 млн. çын (16 млн. Нидерландсенче, 5 млн. Бельгире).

Тымартан тухнă чĕлхесем

КАРпа Намибире нидерланд чĕлхинчен пулса кайнă африкаанс чĕлхи (1925 çулчен вăл нидерланд диалекчĕ шутланнă) саралнă.

Çаплах нидерланд чĕлхин никĕсĕпе аталаннă креол чĕлхисем пулнă. Халĕ вĕсем малтан янранă вырăнсенче — Гайанăра, Индонезире, Пуэрто-Рикăра, Виргин утравĕсем çинче, Шри Ланкара — çухалнă.

Remove ads

Кун-çулĕ

Thumb
Нидерланд чĕлхин палăкĕ. 1893 çулта британ Кап колонинче официаллă статусшăн кĕрешĕве асăнса лартнă.
Thumb
Нидерланд чĕлхин палăкĕ. Ăна 1893 çулта британсен Капа колонинче нидерланд чĕлхине официаллă статуса хăпартас кĕрĕшӳ вăхăтĕнче лартнă.

Нидерланд чĕлхи çыран хĕрринче пурăнан франксенчен пуçланса кайнă та индоевропа чĕлхе ушкăнне кĕрекен протогерман чĕлхин тӳрĕ нĕселĕ пулать. Çывăх тăванлисем — авалхи анкăл, фриз, анат нимĕç чĕлхисем.

Remove ads

Лингвистика пахалăхĕ

Грамматика

Морфологи

Нидерланд чĕлхин морфологийĕ питĕ ансат.

Антропонимика

Тĕп статья: Голланд ячĕ

Диалектсем пирки

Асăрхавсем

Вуламалли

Loading content...

Каçăсем

Loading content...
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads