Григорьев Василий Семенович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Василий Семёнович Григорьев — (Патăръел районĕн Алманчă ялĕ)— биологи ăслăхĕсен тухтăрĕ (2006), профессор.

Remove ads
Биографи
Василий Семёнович Патăръел районĕн Алманчă ялĕнче 1941 çулта çуралнă.
1962 çулта Вăрнарти зооветеринари техникумĕнчен вĕренсе тухнă. 1963-1966 çулсенче Совет çарĕнче хĕсметре тăнă.
Хусанти ветеринари институтĕнче вĕреннĕ, кунтах 1973 çулта аспирантурăра пĕлĕвне ӳстернĕ. 1974 çултанпа ял хуçалăх академинче ассистент, аслă вĕрентӳç, ял хуçалăх выльăх-чĕрлĕх физиологийĕпе биохими кафедрин доценчĕ пулса ĕçленĕ. 1996-2000 çулсенче кафедра ертӳçи вырăнĕнче вăйне панă.
2006 çултанпа - эпизотологи кафедрин ертӳçи.
Remove ads
Чысланисем
- РФ тава тивĕçлĕ ветеринар-тухтăр (2003);
- Раççей Федерацин аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ;
- медальсем.
Ăслăх ĕçĕсем
96 наука ĕçĕ çырнă, 5 вĕрентӳпе методика пособийĕ, 4 вĕрентӳ пособийĕ кăларнă.
Вуламалли
- «Утакан малаллах каять»… («Авангард», патăрьел) кăрлач, 24, 2007.
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads