Григорьев Фома Никифорович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Григорьев Фома Никифорович — (20.03.1919-25.11.2008), Совет Союзĕн Паттăрĕ [БС1 1], [ГС 1], [НЛ 1]. Указ дати - 10.04.1945. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фрончĕн 28-мĕш çарĕн10-мĕш гварди танксене пĕтерекен артиллери бригадин 235-мĕш гварди танксене пĕтерекен артиллери полкĕн батарея командирĕ, гварди аслă лейтенанчĕ. Чăваш.

Remove ads
Кун-çулĕ
7 класслă шкул тата ФЗУ аетерсен Кузнецкри металлурги комбинчĕнче ĕçленĕ. 1935-мĕш çултан Таштагол районĕнчи Мундыбаш паç. слесарь, комсомол комитечĕн секретарĕ, Кузедеево комсомол райкомĕнче пропоганда уйрăмĕн пуçлăхĕ. 1939-меш çултан ВКП(б) пайташĕ. 1940-мĕш çултан Хĕрлĕ Çарта.
1945-мĕш çулхи карлачăн 23-мĕшĕнче каç Григорьев аслă лейтенант батареи тăшман артиллерипе тата миномётсемпе пенине пăхмасăр Одер урлă пăр тăрăх пĕрремĕш пехота ушканĕсемпе каçса Эйхендрид сали патĕнче позици йышанать. Çĕркаçа ташман икĕ хут совет салтакĕсене плацдарăмран çапса кăларас шутпа контратака çĕклет, анчах Григорьев гварди аслă лейтенант батареи хастаррăн çапăçса вĕсене каялла çăвăрать. Батарея çĕр ытла салтакпа офицера пĕтерет, 4 станок пулем́чĕмпе пĕр хăй теллĕн çӳрекен артиллери орудине аркатать. Григорьевăн хăюллăхĕ пĕчĕк пладцарма (7600*2000м) ытти вăйсем киличчен тытса тăма май парать. 1948-мĕш çултан Григорьев капитан запасра, Кременчуг тата Харьков хулисенче парти ĕçĕнче. 1955–57-мĕш çулсенче колхоз председателĕ пулнă, кайран Харьковири ВНИИэлектромашра.
Remove ads
Чысĕсем
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads