Денисова Зоя Фёдоровна
Чӑваш юрӑҫи, вӗрентӳҫи From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Зоя Фёдоровна Денисова (1928 нарӑсӑн 3[1], Тури Кӑмаша, Чӑваш АССР, ССРП — 2017 авӑнӑн 29[1], Шупашкар, Чӑваш Ен, РФ) — чӑваш совет/раҫҫей юрӑҫи тата вӗрентӳҫи.

Remove ads
Пурнӑҫ
1928 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш АССР-н Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗнче ҫуралнӑ.
1949 ҫулта Сарӑту консерваторийӗ умӗнчи Чӑваш опера студине вӗренсе пӗтернӗ.
1949—1957 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ академи ансамблӗн юрӑҫи ӗҫлесе пулнӑ. 1950 ҫутла Чӑваш хӗрарӑм вокал квартетне туса хунӑ[2] (М. В. Васильева, З. Ф. Денисова, В. Н. Корнишина, Т. И. Чумакова). Вӑл Пӗтӗм Пӗрлешӗвӗн конкурсӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. 1957 ҫулта Зоя Фёдоровна Мускаври Пӗтӗм Тӗнче ҫамрӑкпа студентсен фестивалӗнче хутшӑннӑ. СПКП-н пайташӗ пулса тӑнӑ.
1960—1962 ҫулсенче Денисова Шупашкар мусӑк ача шкулӗнче ӗҫленӗ. 1957—1963 ҫулсенче Шупашкар мусӑк вӗрентӗшӗнче вӗрентӳҫӗ ӗҫне ӗҫленӗ. 1963—1988 ҫулсенче вӑл 1 нумерлӗ Шупашкар мусӑк шкулӗн директорӑн ҫумӗ, тата унтан директорӗ. Ҫав вӑхӑтра, 1963—1974 ҫулсенче вӑл Шупашкар мусӑк вӗрентӗшӗнче вӗрентнӗ. Зоя Фёдоровӑн инициативипе 1965 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх 1 нумерлӗ Шупашкар мусӑк шкулне унӑн пӗрремӗш пуҫлӑхӗн ячӗ панӑ — Максимов С. М. ячӗллӗ[3].
2017 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ[4][5]..
"Мелодия" фирма Чӑваш хӗрарӑм вокалӗн квартечӗн пластинкисем кӑларнӑ[6]. Чӑваш радиопа телекуравӗн фондӗсенче квартетӗн 100 ытла ҫырӑвӗсем сыхланаҫҫӗ[2].
Remove ads
Чыслани
Чӑваш АССР-н (1970) тата РСФСР-н (1978) тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Тури Кӑмаша ялӗн тава тивӗҫлӗ элтешӗ[7].
Асӑрхавсем
Вуламалли
Каҫӑсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads