Деревщикова Екатерина Александровна
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Екатерина Александровна Деревщикова (18.5.1929, Мускав, РСФСР, ССРП — 19.10.2006, Мускав, РФ) — совет киноактриси, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1999).
Remove ads
Биографи
Е. А. Деревщикова 1929 çулхи çăвăн 18-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. Ашшĕ — дипломат, ăна 1934 çулта аресленĕ те тĕрмере вара тиф чирĕпе вилнĕ.
Катя Деревщикова киноэкран çине Александр Разумный режиссёр ӳнерленĕ «Личное дело» (1939) фильмра тухнă. «Тимур и его команда» паллă кинофильмри Женя ролĕ вара хĕрачана пĕтĕм çĕршыври мухтава тивĕçтернĕ.
1944 çулта экзамен тытмасăрах РПКИ актёрсен факультетĕнче иккĕмĕш курсра вĕренме тытăннă.
17 çул тултарсан «Каменный цветок» юмахра Катерина рольне сăнарланă. Çав çултах «Центр нападения» камитре тĕп рольте вылянă.
1950-мĕш çулсенче, качча кайсан, Киевре пурăннă, Леся Украинка ячĕллĕ театр труппинче ĕçленĕ.
Пĕрремĕш упăшки — киеври режиссёр, актёр Игорь Земгано (Юцевич).
Упăшкинчен уйрăлсан Мускава куçса килнĕ те хутран-ситрен ĕçлесе пурăннă. 1960-мĕш çулсен варринчен пуçласа С. В. Образцов ячĕллĕ тĕп пукане театрĕнче хĕсметре.

Пĕччен пурăнсах вилĕме хăйĕн пурнăçĕн 78-мĕш çулĕнче 2006 çулхи юпан 19-мĕшĕнче, кĕтсе илнĕ. Кремациленĕ хыççăн, Мускаври Дон çăвинче (22-мĕш колумбарий, 16-мĕш секци) пытарнă[1][2].
Пайăр пурнăçĕ
Remove ads
Фильмографи
Мультфильмсене сасă çырни
- 1970 — Быль-небылица
Remove ads
Чыслани
- РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ (1999)
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads