Джагфар Тарихы
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Джагфар Тарихы ("Джагфар Историйĕ"), — историлле çăлкуç евĕр ăсталанă суя япала (фальсификаци)[1][2][3][4]. 1990-мĕш çулсенче кулленхи пурнăçа Ф.Г.-Х. Нурутдинов текенскер илсе килнĕ. Çак çын хăй аллипе тунă алçырусем урлă çеç паллă. Алçырăвăн маларахри кунçулĕ Нурутдинов каласа панă тарăх çеç йĕрленет. Вăл хатĕрленĕ текстсем умĕн мĕн пулнă, ку пачах та паллă мар. Нимĕн те "хыпашласа пăхма" май çук.
Remove ads
Асăннă текст пирки ăнлантарни
Кам ÿркенмест, çавă асăннă текстпа паллашма пултарать[5].
"Джагфар Тарихы" — çирĕммĕш ĕмĕр феноменĕ
Йышăнас пулать, тĕнчере "Джагфар Тарихы" текен япала чăнах та пур. Анчах та унăн (çак текстăн) кунçулĕ вăтам ĕмĕрсенчи Атăлçи Пăлхарта мар, XX ĕмĕрĕн 1990-мĕш çулĕсенче çеç пуçланать. Мĕнле калас, шăпах ун чухне тупăннă та ĕнтĕ çакăн пек япалана ăсталама "ÿркенмен" çынсем.
Хăшпĕр чăваш авторсем "Джагфар Тарихы" çине таянма хăтланни
"Джагфар Тарихы" фальсификаци пулни специалист мар çынна та паллă. Апла пулин те хăшпĕр чăваш авторсем ун çине таянса "тишкерÿсем" тата "тĕпчевсем" майлаштарма хăтланнисем, шел пулин те пулнă.
Çавăн пекех пăхăр
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads