Джорджоне

From Wikipedia, the free encyclopedia

Джорджоне
Remove ads

Джорджо Барбарелли да Кастельфранко, Джорджоне (1477-мĕш çул патнелле-1510-мĕш çул), итал сăрă ӳкерçи. Çӳллĕ Чĕрĕлӳ тапхăрĕн ӳнер элчи, Венеци тĕслĕ сăрăпа ӳкерес ӳнер шкулне Тицианпа пĕрле никĕслекен аслă ăстисен пĕри. Венеци ÿнер шкулĕ Флоренци шкулĕнчен тĕспе кăмăлпа уйрăм вырăнта тăрать. Джорджоне ĕçĕсем пирки халь таранчен ÿнер тĕпчевçисен хушшинче тавлашусем пыраççĕ; унăн ултă ĕçне çех чăннипех ун ячĕпе çыхăнтараççĕ.

Краткие факты Çуралнă вăхăт:, Çуралнă вырăн: ...
Thumb
Çывăракан Венера, 1510 ç. п.
Remove ads

Кун-çулĕ

Джорджо Кастельфранко Венеципе юнашар вырнаçнă Кастельфранко-Венето ятлă пĕчĕк хулара çуралнă. Джорджо Вазари çырнă тăрăх, вăл 1478 çулта çуралнă. Вăл Джованни Беллинин вĕренекенĕ пулнă. Унран тарăн та çутă, ăшă тĕслĕ ÿнер мелне илсе юлнă, ăсталăхĕпе вĕрентекенĕнчен те нумай маларах кайнă. Çамрăклах Венецине çитнĕ, унта ăсталăхне туптанă. Кунта вăл чылай çын сăнарĕ,вĕсен хушшинче хăйĕнне те ÿкернĕ, çуртсене фрескасемпе капăрланă. Вазари калашле Джорджоне талантлă музыкçă та пулнă, лютня каласа тус-юлташăсене савăнтарнă. Вăл вăхăтра "Хура чир" — чума сарăлнă, çавăн пирки 1510-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче Джорджонен ĕмĕрĕ вăхăтсăр татăлнă.

Remove ads

Ĕçĕ-хĕлĕ

«Кĕтÿçсем Пуç тайни»,1505-мĕш çулччен, Наци илем речĕ, Вашингтон.
«Асамçăсем Пуç тайни»,1505-мĕш çулччен, Наци курав речĕ, Лондон.
«Кастельфранко Тур-амăшĕ».1504-мĕш çулччен, Сăваплă Либерале Чиркÿвĕ, Кастельфранко.
«Виçĕ философсем»,1507-1508-мĕш çулсем патнелле, Илем истори музейĕ , Вена. Ку ĕçе Себастиано дель Пьомбо вĕçленĕ, тен, Тициан та хутшăннă.
«Концерт» тенĕ ÿнер хайлавĕ,1509-мĕш çул патнелле Лувр, Париж. Ку ĕçе музей Тициан ĕçĕ тесе шутлать.
«Юдифь»,1505-мĕш çул патнелле, Патшалăх Эрмитажĕ, Сăваплă Петĕрхули.
«Аслатиллĕ çумăр», 1508-мĕш çул патнелле, Академи курав речĕ, Венеци.
«Çывăракан Венера»,1508-мĕш çул патнелле, Авалхи ăстаçĕсен курав речĕ, Дрезден. Ку ĕçе Тициан вĕçленĕ.
«Çамрăк çын сăнарĕ»,1510-мĕш çул патнелле, илемлĕ ÿнер музейĕ, Будапешт.

Remove ads

Курав речĕ

Вуламалли

  • Джорджо Вазари, "Жизнеописания наиболее знаменитых живописцев, ваятелей и зодчих", 3-й том/ Под ред.А.Г.Габричевского.— М.: ООО "Издательство Астрель": ООО "Издательство АСТ",2001.
  • А.Н.Бенуа, "История живописи всех времён и народов", т.2 - СПб.: "Издательский Дом "Нева"", 2002.
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads